21 Ҫавӑн чухне кам та пулин сире: „Христос акӑ кунта“ е: „Авӑ унта“, – тесен, ан ӗненӗр.
Мӗншӗн тесен Ман ятӑмпа килекенсем нумай пулӗҫ, „эпӗ – Христос“ тесе вӗсем чылайӑшне улталӗҫ.
Хуҫа Турӑ асап кунӗсен шутне чакарман пулсан, никам та ҫӑлӑнса юлаяс ҫукчӗ. Анчах та Хӑй суйласа илнисене хӗрхенсе Вӑл ҫав кунсен шутне чакарӗ.
Мӗншӗн тесен суя христоссемпе суя пророксем тупӑнӗҫ. Вӗсем, тӗлӗнмелле паллӑсемпе хӑватсем кӑтартса, май килсен суйласа илнисене те илӗртсе улталама пӑхӗҫ.
Иисус вара ҫапла каланӑ: «Хӑвӑра илӗртсе улталасран асӑрханӑр, мӗншӗн тесен нумайӑшӗ Ман ятӑмпа килӗҫ те: „Эпӗ – Христос!“ – тейӗҫ. „Ӗнтӗ вӑхӑт пӗтесси ҫывӑх!“ – тейӗҫ. Вӗсем хыҫҫӑн ан кайӑр.
Эпӗ Аттем ячӗпе килтӗм, эсир Мана йышӑнмастӑр. Кам та пулин хӑй ячӗпе килет те – эсир ӑна йышӑнатӑр.