Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Марк 13:10 - Синодальный НЗ

10 Анчах та малтан пур халӑхсем хушшинче те Ырӑ Хыпар сарӑлса ҫитмелле.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Марк 13:10
10 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Суд кунӗ ҫитсен Ниневи ҫыннисем ҫак ӑрупа пӗрле чӗрӗлсе тӑрӗҫ те ӑна айӑплӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсем Иона ӳкӗтленине илтсен ӳкӗннӗ пулнӑ. Акӑ халӗ кунта Ионӑран та Аслӑраххи пур.


Вара мӗн пур халӑхсене пӗлтермешкӗн пӗтӗм тӗнчипех Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ҫак Ырӑ Хыпара сарӗҫ. Пӗтес вӑхӑт ҫавӑн чухне ҫитӗ».


Унтан Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Кайӑр та пӗтӗм тӗнчипех пурне те Ырӑ Хыпар вӗрентсе ҫӳрӗр.


Сирӗн ӗненӗвӗр пирки тӗнчипех пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Ҫавӑнпа та чи малтанах сирӗншӗн пуриншӗн те Иисус Христос урлӑ Туррӑма тав тӑватӑп.


«Турӑ сӑмахне вӗсем илтмен-им?» – тесе ыйтатӑп эпӗ. Паллах, илтнӗ. Ҫырнинче каланӑ пек: «Вӗсен, вӗрентекенсен, сасси пӗтӗм тӗнчене сарӑлнӑ, вӗсен сӑмахӗ тӗнче хӗрринех ҫитнӗ».


Ҫакӑ вӑл тӗрлӗрен паллӑсемпе тӗлӗнмелле ӗҫсен хӑвачӗпе, Турӑ Сывлӑшӗн хӑвачӗпе пулса пырать. Ҫапла майпа эпӗ Христосӑн Ырӑ Хыпарне Иерусалимпа унӑн таврашӗнчен пуҫласа Иллирик таран сарма пултартӑм.


Турӑ умне ҫапла тӑрас тесен сирӗн, паллах, ҫирӗп те иккӗленӳсӗр ӗненмелле, Ырӑ Хыпар паракан шанчӑка ҫухатмалла мар. Эсир Ырӑ Хыпара илтнӗ, ӑна ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пурне те пӗлтернӗ. Эпӗ те, Павел, Ырӑ Хыпар тарҫи пулса тӑтӑм.


Унтан эпӗ ҫӳл тӳпере вӗҫсе иртекен тепӗр ангела куртӑм. Ҫӗр ҫинче пурӑнакан тӗрлӗ чӗлхеллӗ йӑх-ӑрӑва, халӑха пӗлтермешкӗн ҫав ангелӑн ӗмӗрлӗх Ырӑ Хыпар пурччӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ