«Тата тепӗр ытарлӑх итлесемӗр. Пӗр кил хуҫи пулнӑ. Вӑл иҫӗм ҫырли лартса пахча тунӑ, йӗри-тавра карта тытса ҫавӑрнӑ. Унтан вӑл сӗткен пусса кӑлармалли юхтаркӑч чавнӑ тата хурал пӳрчӗ лартнӑ. Вара пахчине тара тытнӑ пахчаҫӑсене парса хӑварнӑ та хӑй урӑх ҫӗре кайнӑ.