6 Ҫав хуҫан пӗртен-пӗр савнӑ ывӑлӗ пулнӑ. „Ывӑлӑмран вӑтанӗҫех“, – тенӗ те вӑл юлашкинчен пахчаҫӑсем патне хайхи ывӑлне янӑ.
«Акӑ Хӗр йывӑр ҫын пулса Ывӑл Ача ҫуратӗ, Ӑна Еммануил ятлӑ хурӗҫ». Еммануил тени «Турӑ пирӗнпе» тенине пӗлтерет.
Аттем Мана йӑлтах панӑ. Ашшӗсӗр пуҫне Ывӑлне никам та пӗлмест. Ашшӗне те Ывӑлӗсӗр пуҫне никам та пӗлмест, Ывӑлӗ пӗлтерес тесен анчах пӗлӗҫ.
Петр ҫапла каласа тӑнӑ чухнех сасартӑк вӗсене ҫутӑ пӗлӗт хупласа илнӗ. Пӗлӗт ҫинчен вара: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑм Унра; Ӑна итлӗр», – текен сасӑ илтӗннӗ.
Иисус чӗнмен. Вара аслӑ священник Ӑна ҫапла каланӑ: «Чӗрӗ Турӑ ятне асӑнса хистесех ыйтатӑп Санран, каласамччӗ пире: Эсӗ Христос-и? Турӑ Ывӑлӗ-и?»
Акӑ, тӳперен ҫапла сасӑ илтӗнсе кайнӑ: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑм Унра».
Тата тӳперен ҫапла сасӑ илтӗннӗ: «Эсӗ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑм Санра!»
Тата тепӗр тарҫине янӑ та, пахчаҫӑсем ӑна вӗлернӗ. Ытти янӑ тарҫӑсене те е хӗненӗ, е вӗлернӗ.
Анчах та пахчаҫӑсем, хуҫа ывӑлне курсан, пӗр-пӗрне ҫапла каланӑ: „Ашшӗн пурлӑхӗ ҫакна юлмалла, атьӑр ӑна вӗлерер те тивӗҫлӗ еткерне хамӑр илер“.
Сасартӑк вӗсене пӗлӗт пырса хупӑрласа илнӗ, пӗлӗт ҫинчен вара: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Ӑна итлӗр!» – текен сасӑ илтӗннӗ.
Ун ҫине Святой Сывлӑш кӑвакарчӑн кӗлетки пек курӑнса аннӑ. Вара тӳперен сасӑ илтӗннӗ: «Эсӗ – Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑм Санра!»
Пӗлӗтрен вара: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм! Ӑна итлӗр!» – текен сасӑ илтӗннӗ.
Ҫапла Сӑмах ӳтленсе, этем пулса, пирӗн хушшӑмӑрта пурӑнчӗ. Атте Турӑ тулли тивлетлӗ, чӑнлӑхлӑ пӗртен-пӗр Ывӑлне мухтава кӑларчӗ. Эпир Унӑн мухтавне куртӑмӑр.
Турра никам та нихҫан та курман, Турӑ ҫинчен пире Ашшӗпе пӗрлӗхлӗ, Атте Туррӑмӑрӑн пӗртен-пӗр Ывӑлӗ пӗлтернӗ.
Вӑл Турӑ Ывӑлӗ пулнине хам куҫӑмпа хам курнӑран ҫирӗплетсе пӗлтеретӗп», – тенӗ Иоанн.
«Равви! Эсӗ – Турӑ Ывӑлӗ, Эсӗ – Израиль Патши», – тенӗ Нафанаил.
Ашшӗ Ывӑлне юратать, Вӑл пӗтӗмпех Унӑн аллине панӑ.
Хӑйӗн Малтанхи Ывӑлне ҫут тӗнчене килтернӗ чухне Вӑл ҫапла каланӑ: «Турӑ ангелӗсем пурте Ӑна пӑхӑнса пуҫҫапчӑр».
Турӑ пире юратни ҫакӑнтан палӑрать: Ывӑлӗ урлӑ пирӗн чӗрӗлӗх илмелле пултӑр тесе Турӑ тӗнчене Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне янӑ.
Ватӑ ҫынран – савнӑ Гай патне. Эпӗ сана чӑнласах юрататӑп.