5 Тата тепӗр тарҫине янӑ та, пахчаҫӑсем ӑна вӗлернӗ. Ытти янӑ тарҫӑсене те е хӗненӗ, е вӗлернӗ.
Теприсем тата хайхи чурасене ярса тытнӑ та мӑшкӑл туса вӗлернӗ.
«Эй, Иерусалим, Иерусалим! Пророксене пӗтерекен, ху патна янисене чулпа пере-пере вӗлерекен хула! Чӗп амӑшӗ хӑй чӗпписене ҫуначӗ айне пухнӑ пек, Эпӗ миҫе хутчен санӑн ачусене пуҫтарма тытӑнтӑм, анчах та эсир пуҫтарӑнасшӑн пулмарӑр!
Ӗлӗк пурӑннӑ пророксене те ҫавнашкалах хӗсӗрленӗ. Ҫавӑнпа та савӑнса хӗпӗртӗр: тӳпере сире пысӑк сӑвап пулӗ».
Вара хуҫа вӗсем патне тепӗр тарҫине янӑ. Вӗсем ӑна та пуҫне чулпа персе шӑтарса, мӑшкӑл туса янӑ.
Ҫав хуҫан пӗртен-пӗр савнӑ ывӑлӗ пулнӑ. „Ывӑлӑмран вӑтанӗҫех“, – тенӗ те вӑл юлашкинчен пахчаҫӑсем патне хайхи ывӑлне янӑ.
Калатӑп сире: Илия килнӗччӗ ӗнтӗ. Анчах та, Ҫырнинче каланӑ пекех, унпа ҫынсем хӑйсем мӗн тӑвас тенине турӗҫ».
Ҫапла вара, сирӗн Аҫӑр епле ырӑ кӑмӑллӑ, эсир те ҫавӑн пек ырӑ кӑмӑллӑ пулӑр».