44 Мӗншӗн тесен пурте арчана ытлашшине ячӗҫ, ку тӑлӑх хӗрарӑм вара пур-ҫук юлашки укҫине хучӗ, хӑйне пурӑнмалӑх укҫине пӗтӗмпех арчана ячӗ».
Вара Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе илсе ҫапла каланӑ: «Чӑн калатӑп сире: ҫак чухӑн тӑлӑх хӗрарӑм укҫа хуракансенчен пуринчен те ытларах хучӗ.
Ҫак хӗрарӑм хӑй мӗн тума пултарнине турӗ: Ман ӳтӗме пытарма хатӗрлесе ҫу сӗрчӗ.
Кӗҫӗнни ашшӗ патне пынӑ та: „Атте, хама тивӗҫлӗ пурлӑха мана уйӑрса пар!“ – тенӗ. Ашшӗ вара ывӑлӗсене пурлӑх уйӑрса панӑ.
Аскӑн арӑмсемпе ҫӳресе пурлӑхне салатнӑ ывӑлу килнӗ те, эсӗ уншӑн самӑртнӑ пӑрӑва пустарнӑ“.
Ҫавӑнта вун икӗ ҫул юн кайнипе асапланакан хӗрарӑм пулнӑ. Вӑл тухтӑрсем патне ҫӳресе пӗтӗм пурлӑхне пӗтернӗ, ҫапах ӑна пӗри те сыватайман.
Ҫак тӗнчере ҫителӗклӗ пурӑнакан ҫын тертленекен тӑванне хӗрхенмест пулсан, унра епле Турӑ юратулӑхӗ пулайтӑр?