42 Унтан пӗр чухӑн тӑлӑх хӗрарӑм пынӑ та пӗр кодрант чухлӗ икӗ вак укҫа хунӑ.
Чӑн калатӑп сире: кам ҫак кӗҫӗннисенчен пӗрне Ман вӗренекенӗм пулнӑшӑн пӗр курка та пулин сивӗ шыв ӗҫтерет, вӑл илес сӑвапне ҫухатмӗ».
Чӑн калатӑп сана: юлашки пусна парса хӑвармасӑр та унтан тухаймӑн».
Иисус парне арчине хирӗҫ ларнӑ та ҫынсем унта укҫа янине сӑнанӑ. Пуянсенчен чылайӑшӗ нумай хунӑ.
Вара Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе илсе ҫапла каланӑ: «Чӑн калатӑп сире: ҫак чухӑн тӑлӑх хӗрарӑм укҫа хуракансенчен пуринчен те ытларах хучӗ.
Калатӑп сана: юлашки пусна парса хӑвармасӑр та унтан тухаймӑн».
Пӗр чухӑн тӑлӑх арӑм та пырса икӗ лептӑлӑх вак укҫа хунӑ.
Пулӑшма тӑрӑшни пулсассӑн, Турӑ ӑна камӑн мӗн ҫуккине кура мар, камӑн мӗн пуррине кура йышӑнӗ.
Нумай инкек-синкек тӳсеҫҫӗ пулин те, вӗсем савӑнмаллипех савӑнаҫҫӗ. Аран-аран, ҫити-ҫитми пурӑнаҫҫӗ пулин те, вӗсен тараватлӑхӗ ытлашшипех.