Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Марк 12:38 - Синодальный НЗ

38 Малалла Иисус ҫапла вӗрентсе каланӑ: «Саккун вӗрентӳҫисенчен асӑрханӑр. Вӗсем вӑрӑм тумтирпе саркаланса ҫӳреме юратаҫҫӗ, халӑх йышлӑ ҫӗрте хӑйсене саламланине килӗштереҫҫӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Марк 12:38
9 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫынсенчен сыхланӑр, мӗншӗн тесен вӗсем сире судпа айӑплама тытса парӗҫ, хӑйсен синагогисенче хӗнӗҫ.


«Турра кӗлтунӑ чухне те икӗ питлӗ ҫынсем пек ан пул. Пурте курччӑр тесе, вӗсем синагогӑсенче, урам тӑваткалӗсенче тӑрса кӗлтума юратаҫҫӗ. Чӑн калатӑп сире: илнӗ мухтавӗ вӗсен кунти пурӑнӑҫра кӑна.


Синагогӑра вӗсем малта ларма, ӗҫкӗ-ҫикӗре кӗрекере ларма юратаҫҫӗ.


Иисус вӗсене ытарлӑн каласа нумай вӗрентнӗ, вӗсене ӳкӗтлесе ҫапла каланӑ:


Фарисейсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир синагогӑра малта ларма юрататӑр, халӑх йышлӑ ҫӗрте хӑвӑра саламланине килӗштеретӗр.


Ӗненекен ушкӑнрисем патне эпӗ ҫыру ҫырса ятӑм, анчах та вӗсен пуҫлӑхӗ Диотреф, хуҫаланма юратаканскер, пире йышӑнмасть.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ