Турӑ чурине чунпа аталанса ҫитмешкӗн, ырӑ ӗҫ тума хатӗр пулмашкӑн Ҫырни пур. Ӑна Турӑ Сывлӑшӗн витӗмӗпе ҫырнӑ. Ҫырни вӗрентме те, питлеме те, тӗрӗс ҫул ҫине кӑларма та, тӳрӗ пурӑнмашкӑн ӳкӗтлеме те усӑллӑ.
Турӑ темле „паян“ текен кун палӑртать. Чылай вӑхӑт иртсен Турӑ ун ҫинчен, маларах пӗрре каланӑ пек, Давид сӑмахӗсемпе калать: «Паян Унӑн сассине илтес пулсан, эсир чӗрӗрсене ан хытарӑр».