34 Саккун вӗрентӳҫи ӑслӑ калаҫнине кура Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Эсӗ Турӑ Патшалӑхӗнчен инҫех те мар». Ҫавӑнтан кайран никам та Ӑна ыйтусем пама хӑяйман.
Ун хыҫҫӑн темӗн чухлӗ халӑх пынӑ, Иисус пурне те сыватнӑ.
Тӗрӗслӗхе ҫиеле кӑлариччен Вӑл хуҫӑла пуҫланӑ хӑмӑша та хуҫмӗ, сӳне пуҫланӑ ҫутаткӑҫа та сӳнтермӗ.
Иисуса хирӗҫ никам та пӗр сӑмах та калайман. Ҫав кунран пуҫласа вара Иисуса ыйтусем пама никам та хӑяйман.
Ҫавӑн хыҫҫӑн пӗри те Иисуса ыйтусем пама хӑяйман. Иисус вара вӗсенчен ыйтнӑ:
Тахҫан эпӗ саккун мӗнне пӗлмесӗрех пурӑнаттӑм, анчах та пил-хушусене пӗлсессӗн ҫылӑх чӗрӗлчӗ,
Турӑшӑн пурӑнас тенипе манӑн саккуна пӑсма тивет. Ҫапла вара, саккун тӑрӑхах эпӗ саккуншӑн вилнӗ пулса тухать. Эпӗ те Христоспа пӗрлех пӑталаннӑ,
Кашнинех кирлӗ пек хурав памашкӑн сӑмахӑр яланах кӑмӑллӑ та вырӑнлӑ пултӑр.