3 Анчах та лешсем тарҫӑна тытнӑ та хӗнесе тӑкса пуш алӑпах янӑ.
Ун патне ҫавӑнти пӗр хананей хӗрарӑмӗ пынӑ та: «Эй, Хуҫам, Давид йӑхӗн Ывӑлӗ, хӗрхенсем мана! Хӗрӗм усал ернипе питӗ асапланать», – тенӗ кӑшкӑрсах.
Иҫӗм ҫырли татма вӑхӑт ҫитсессӗн вӑл тарҫине пахчаҫӑсем патне ҫырла илме янӑ.
Вара хуҫа вӗсем патне тепӗр тарҫине янӑ. Вӗсем ӑна та пуҫне чулпа персе шӑтарса, мӑшкӑл туса янӑ.
Сирӗн мӑн аслаҫӑрсем пророксенчен хӑшне хӗсӗрлемен? Тӳрӗлӗхли килессине малтанах каласа хунӑ пророксене вӗсем вӗлернӗ. Халӗ эсир Ӑна Хӑйне тытса парса вӗлертӗр!
Иудейсем Иисус Хуҫамӑрпа Унӑн пророкӗсене вӗлернӗ. Пире те вӗсем хӑваласа кӑларса ячӗҫ. Вӗсем Турӑшӑн та юрӑхсӑр, пӗтӗм халӑха та хирӗҫлеҫҫӗ.