Кам ҫак ансат пил-хушусенчен пӗрне те пулин пӑсать, ҫынсене те ҫаплах тума вӗрентет, ҫавна Ҫӳлти Патшалӑхра кӗҫӗнни тейӗҫ. Кам пил-хушусене пурнӑҫлать, ҫынсене те ҫаплах тума вӗрентет, ҫавна Ҫӳлти Патшалӑхра асли тейӗҫ.
Фарисейсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир пӗтнӗк курӑкӗн, ҫу курӑкӗн тата тӗрлӗ пахча ҫимӗҫӗн вуннӑмӗш пайне Турӑшӑн паратӑр, анчах тӗрӗслӗх ҫинчен, Турӑ юратӑвӗ ҫинчен шухӑшламастӑр. Сирӗн ҫакна та туса тӑмалла, лешне те манмалла мар.