25 Вилнӗ ҫынсем, чӗрӗлсе тӑрсан, авланмӗҫ те, качча та каймӗҫ, вӗсем тӳпери ангелсем пек пулӗҫ.
Чӗрӗлсе тӑнисем авланмаҫҫӗ те, качча та каймаҫҫӗ, вӗсем тӳпери Туррӑн ангелӗсем пек пулаҫҫӗ.
Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Эсир Ҫырнине те, Турӑ хӑватне те пӗлмесӗр ҫак тӗслӗхпех аташатӑр-и?
Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси пирки вара Моисей кӗнекинче каланӑ. Ҫунса тӑракан тӗмӗ ҫинчен каланӑ тӗле вуламан-им эсир? Унта Турӑ ӑна: „Эпӗ – Авраам Турри те, Исаак Турри те, Иаков Турри те“, – темен-им?
Эй, савнӑ тӑвансем! Эпир ӗнтӗ Турӑ ачисем, анчах та хамӑр малашлӑха пӗлместпӗр-ха. Пӗр ҫакна кӑна пӗлетпӗр: ҫав вӑхӑт ҫитсен эпир Ун евӗрлӗ пулӑпӑр, мӗншӗн тесен Вӑл мӗнлине курӑпӑр.