24 Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Эсир Ҫырнине те, Турӑ хӑватне те пӗлмесӗр ҫак тӗслӗхпех аташатӑр-и?
Иисус вӗсене хуравланӑ: «Эсир Ҫырнине те, Турӑ хӑватне те пӗлмен пирки аташатӑр.
Иисус вӗсем ҫине тинкерсе пӑхса ҫапла каланӑ: «Этем ӑна тума пултараймӗ, анчах та Турӑ тӑваять, мӗншӗн тесен Турӑ пурне те пултарать».
Ӗнтӗ вилнисем чӗрӗлсе тӑрас вӑхӑт ҫитсен вӑл хӑшӗн арӑмӗ пулӗ-ши? Ҫиччӗшӗ те унпа пурӑннӑ-ҫке-ха».
Вилнӗ ҫынсем, чӗрӗлсе тӑрсан, авланмӗҫ те, качча та каймӗҫ, вӗсем тӳпери ангелсем пек пулӗҫ.
Мӗншӗн тесен Туррӑн пӗр сӑмахӗ те пурнӑҫланмасӑр юлмасть».
Ҫырнинче Иисусӑн вилӗмрен чӗрӗлсе тӑмалла тесе каланине вӗсем ун чухне пӗлмен-ха.
Эсир, Ҫырнине тишкерсе вуласа, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пуласса шанатӑр, Ҫырни вара хӑех Ман ҫинчен пӗлтерет.
Кунти халӑх Фессалоника ҫыннисенчен пархатарлӑрах пулнӑ, Турӑ сӑмахне пӗтӗм кӑмӑлтан йышӑннӑ. Кунсеренех вӗсем апостолсем вӗрентнине Ҫырнинче каланипе танлаштарса тӗрӗсленӗ.
Ҫырнинче авалах мӗн каланине пире ӑс памашкӑн ҫырнӑ: эпир, Ҫырнинче тӳсӗмлӗхпе лӑплану тупса, шанчӑка ҫухатмастпӑр.
Пирӗн, Унӑн аслӑ вӑйне пула Ӑна ӗненекенсен, хамӑр ӑшӑмӑрти Унӑн виҫесӗр вӑй-хӑватне пӗлмелле пултӑрччӗ тетӗп.
Пӗтӗм тӗнчене пӑхӑнтарнӑ Хӑйӗн вӑй-хӑвачӗпе усӑ курса Вӑл пирӗн мӗскӗн ӳт-пӗве урӑхлатӗ, Хӑйӗн мухтавлӑ Ӳт-пӗвӗ евӗрлӗ тӑвӗ.