2 Иҫӗм ҫырли татма вӑхӑт ҫитсессӗн вӑл тарҫине пахчаҫӑсем патне ҫырла илме янӑ.
Ҫырла татма вӑхӑт ҫитсессӗн хайхи хуҫа хӑйӗн тарҫисене пахчаҫӑсем патне хӑйӗн ҫырлине илме янӑ.
Иисус вӗсене ытарлӑн калама пуҫланӑ: «Пӗр ҫын иҫӗм ҫырли лартса пахча тунӑ, йӗри-тавра карта тытса ҫавӑрнӑ. Унтан вӑл сӗткен пусса кӑлармалли юхтаркӑч чавнӑ тата хурал пӳрчӗ лартнӑ. Вара пахчине тара панӑ та хӑй урӑх ҫӗре тухса кайнӑ.
Анчах та лешсем тарҫӑна тытнӑ та хӗнесе тӑкса пуш алӑпах янӑ.
Пӗлмесӗр айӑпа кӗнӗ чурана вара сахалтарах хӗнӗҫ. Кама нумай панӑ, унран нумайрах ыйтӗҫ. Кама нумай шанса панӑ, унран тата ытларах шыраса илӗҫ».
Иҫӗм ҫырли пухма вӑхӑт ҫитсессӗн ҫав хуҫа чурине пахчаҫӑсем патне ҫырла илме янӑ. Анчах лешсем ӑна хӗнесе тӑкнӑ та пуш алӑпах кӑларса янӑ.
Турӑ ӗлӗк-авал пирӗн мӑн асаттесемпе пророксем урлӑ нумай хутчен тата тӗрлӗ майлӑн калаҫнӑ.