Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Марк 12:14 - Синодальный НЗ

14 Лешсем пынӑ та Ӑна ҫапла каланӑ: «Вӗрентекен! Эсӗ тӳрӗлӗхлӗ пулнине, никама та юрама тӑрӑшманнине эпир пӗлетпӗр. Эсӗ ҫынна кам пулнине кура хакламастӑн, чӑнах та Турӑ ҫулӗ ҫинчен вӗрентетӗн. Эппин каласамччӗ: эпир Рим патшине налук тӳлени тӗрӗс-и, тӗрӗс мар-и? Ҫав налука пирӗн памалла-и, памалла мар-и?»

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Марк 12:14
36 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Хайхисем Ун патне хӑйсен вӗренекенӗсемпе Ирод майлисене янӑ. «Вӗрентекен, – тенӗ вӗсем Иисуса, – Эсӗ тӳрӗлӗхлӗ пулнине, чӑнах та Турӑ ҫулӗ ҫинчен вӗрентнине эпир пӗлетпӗр. Эсӗ никама та юрама тӑрӑшмастӑн, мӗншӗн тесен ҫынна кам пулнине кура хакламастӑн.


Эппин каласам пире: эпир Рим патшине налук пани тӗрӗс-и, тӗрӗс мар-и? Эсӗ мӗнле шухӑшлатӑн?»


Унтан вӗсем, Иисус каланинче айӑпламалли сӑлтав тупасчӗ тесе, Ун патне темиҫе фарисея тата Ирод майлисене янӑ.


Анчах та Иисус, вӗсен чеелӗхне пӗлсе тӑрса, ҫапла каланӑ: «Мӗн эсир Мана илӗртсе тӗрӗслетӗр? Мана пӗр динарийлӗх укҫӑра илсе килсе кӑтартӑр-ха».


Вӑл ҫавӑнтах Иисус патне пынӑ та: «Равви! Равви!» – тесе Ӑна чуптунӑ.


Эппин каласамччӗ: эпир Рим патшине налук пани тӗрӗс-и, тӗрӗс мар-и?»


Вара Ӑна ҫапла айӑплама пуҫланӑ: «Ку Ҫын пирӗн халӑха пӑлхатса ҫӳрет. Хӑйне Христос Патша тесе императора налук тӳлеме хушмасть!»


Хӑйӗнчен калакан хӑйшӗн ҫеҫ мухтав шырать. Кам Хӑйне кунта Яраканшӑн мухтав шырать, Вӑл чӑннине калать; Унӑн чӗри ултавсӑр.


Вӗсем Турӑ тарҫисем пулса сирӗншӗн ялан тӑрӑшнӑран эсир налук тӳлетӗр те.


Нумайӑшӗ Турӑ сӑмахне пӑсса вӗрентеҫҫӗ, эпир апла вӗрентместпӗр. Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса, Турӑ сӑмахне Унӑн ҫыннисем пек таса чунпа пӗлтерсе, Турӑ умӗнче вӗрентетпӗр.


Сире кулянтарсан мана савӑнтараканӗ кам пулӗ? Эсирех, хам кулянтарнисемех, мар-и вара?


Турӑ пире Хӑйӗн ырӑлӑхӗпе ҫакнашкал ӗҫ шанса панӑ, ҫавӑнпа эпир хуйха ӳкместпӗр.


Ҫапла вара, Хуҫа Турӑ сумлӑхӗнчен хӑрамаллине пӗлсе, эпир ҫынсене ӳкӗтлетпӗр. Турӑ пире пӗлсе тӑрать, эсир те пире пӗлетӗр пуль тесе шанатӑп.


Ҫавӑнпа эпир текех никама та этемле шухӑшласа хакламастпӑр. Маларах эпир Христос пирки ҫавнашкал этемле шухӑшланӑ пулсан, халӗ ӗнтӗ ун пек шухӑшламастпӑр.


Халӗ эпӗ этем кӑмӑлне е Турӑ кӑмӑлне юрасшӑн тӑрӑшатӑп-ши? Тен, эпӗ ҫынсене юрас тесе тӑрӑшатӑп? Эпӗ халиччен ҫынсене юрас тесе пурӑннӑ пулсан Христос чури пулмӑттӑм.


Ятлӑ-сумлӑ ӗненекенсем пирки вара ҫакна каламалла: вӗсем ӗлӗкрех тем тери чаплӑ пулнӑ пулсан та – маншӑн пурпӗрех. Турӑ ҫынна кам пулнине кура хакламасть. Вӗсем, ятлӑ-сумлисем, вӗрентӗвӗм ҫумне урӑх нимӗн те хушма каламарӗҫ.


Пачах урӑхла, Турӑ пире Ырӑ Хыпар вӗрентме епле шанса панӑ, ҫапла вӗрентетпӗр те. Эпир ҫынсене юрама тӑрӑшмастпӑр, хамӑр чӗресене тӗрӗслекен Турра юрама тӑрӑшатпӑр.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ