Марк 12:13 - Синодальный НЗ13 Унтан вӗсем, Иисус каланинче айӑпламалли сӑлтав тупасчӗ тесе, Ун патне темиҫе фарисея тата Ирод майлисене янӑ. အခန်းကိုကြည့်ပါ။ |
Лешсем пынӑ та Ӑна ҫапла каланӑ: «Вӗрентекен! Эсӗ тӳрӗлӗхлӗ пулнине, никама та юрама тӑрӑшманнине эпир пӗлетпӗр. Эсӗ ҫынна кам пулнине кура хакламастӑн, чӑнах та Турӑ ҫулӗ ҫинчен вӗрентетӗн. Эппин каласамччӗ: эпир Рим патшине налук тӳлени тӗрӗс-и, тӗрӗс мар-и? Ҫав налука пирӗн памалла-и, памалла мар-и?»