9 Умӗнче пыракансем те, хыҫалта пыракансем те мухтаса ҫапла кӑшкӑрнӑ: «Осанна! Хуҫа Турӑ ячӗпе Килекен мухтавлӑ!
«Давид йӑхӗн Ывӑлне осанна! Хуҫа Турӑ ячӗпе Килекен мухтавлӑ! Ҫӳл тӳпере те осанна!» – тесе кӑшкӑрнӑ Иисус умӗнче те, хыҫӗнче те пыракан халӑх.
Калатӑп сире: „Хуҫа Турӑ ячӗпе Килекен мухтавлӑ!“ – тесе кӑшкӑрас вӑхӑтчен Мана урӑх кураймӑр».
Темӗн чухлӗ халӑх хӑйсен тумтирӗсене Иисус умне ҫул тӑрӑх сарса пынӑ, теприсем тата йывӑҫ турачӗсем касса ҫул тӑрӑх пӑрахса пынӑ.
Вара ҫынсем, пальма турачӗсем илсе, Ӑна хирӗҫ тухнӑ. «Осанна! Хуҫа Турӑ ячӗпе килекен Израиль Патшине мухтав!» – тесе кӑшкӑрнӑ вӗсем.
Анчах та вӗсем: «Атя, хӑвӑртрах пӑталаттар Ӑна!» – тесе кӑшкӑрма пуҫланӑ. «Епле-ха сирӗн Патшӑра пӑталаттарам?» – тенӗ Пилат. «Императорсӑр пуҫне пирӗн урӑх патша ҫук», – тавӑрнӑ аслӑ священниксем.