6 Вӗсем Иисус хушнӑ пек хуравланӑ та, ҫынсем вӗсене янӑ.
«Мӗн хӑтланатӑр? – тенӗ вӗсене ҫавӑнта тӑракансенчен хӑшӗ-пӗрисем. – Ашака мӗншӗн вӗҫертетӗр?»
Унтан хайхи ҫамрӑк ашака Иисус патне ҫавӑтса пынӑ, ашак ҫине хӑйсен тумтирӗсене хунӑ. Иисус вара ун ҫине утланса ларнӑ.