32 «Этемрен», – тесе вара вӗсем халӑхран хӑранипе калайман, мӗншӗн тесен пурте Иоана чӑн-чӑн пророк тесе шутланӑ.
Мӗн курма кайрӑр-ха эппин? Пророка курма-и? Ҫапла, калатӑп сире, вӑл пророкран та аслӑ.
Ирод ӑна ҫавӑншӑн вӗлерттересшӗн те пулнӑ, анчах халӑхран хӑранӑ. Халӑх Иоана пророк тесе шутланӑ.
Вара вӗсем Ӑна ярса тытасшӑн пулнӑ, анчах халӑхран хӑранӑ, мӗншӗн тесен ҫынсем Ӑна Пророк тесе шутланӑ.
Лешсем вара пӗр-пӗринпе канашлама пуҫланӑ: «Ҫӳлтен», – тесен, «Эсир Иоана мӗншӗн ӗненмерӗр?» – тейӗ Вӑл.
«Пӗлместпӗр», – тенӗ вара вӗсем Иисуса. «Эппин Эпӗ те сире ҫакна мӗнле тивӗҫпе тунине каламастӑп», – тавӑрнӑ вӗсене Иисус.
Хайхи Иисуса илӗртсе тӗрӗслекенсем ҫак ытарлӑха хӑйсем ҫинчен каланине ӑнланса илнӗ те Ӑна ярса тытасшӑн пулнӑ, анчах та халӑхран хӑранӑ. Вара вӗсем ҫавӑрӑнса утнӑ.
мӗншӗн тесен Ирод Иоанран хӑранӑ. Иоанн тӳрӗ, сӑваплӑ ҫын иккенне пӗлсе Ирод ӑна кӳрентерме паман, хӑйӗн ӗҫӗсене те нумайӑшне Иоанн каланӑ пек тунӑ, унӑн сӑмахӗсене кӑмӑлласах итленӗ.
Вара аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем ҫак ытарлӑха хӑйсем ҫинчен каланине ӑнланса илнӗ. Ҫавӑнтах вӗсем Иисуса ярса тытасшӑн пулнӑ, анчах та халӑхран хӑранӑ.
Аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем, халӑхран хӑранипе, Иисуса вӗлерме вӑрттӑн май шыранӑ.
Халӑх Ун патне пырсах тӑнӑ. «Иоанн пӗр хӑват та туса кӑтартмарӗ пулин те, вӑл ҫак Ҫын ҫинчен каланисем пӗтӗмпех чӑна килчӗҫ», – тенӗ ҫынсем.
Ҫавӑн хыҫҫӑн хурал пуҫлӑхӗпе тарҫисем Турӑ Ҫуртне кайнӑ. Хӑйсене халӑх чулпа пере-пере вӗлересрен хӑранипе вара апостолсене ирӗксӗрлемесӗрех илсе пынӑ.