Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Марк 11:3 - Синодальный НЗ

3 Кам та пулин сире: „Мӗн хӑтланатӑр?“ – тесен, эсир ҫапла калӑр: „Вӑл Хуҫамӑра кирлӗ, Хуҫамӑр часах ӑна каялла тавӑрса парӗ“».

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Марк 11:3
11 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

ҫапла хушса янӑ: «Ҫак хӑвӑр умӑрти яла кайӑр, кӗнӗ-кӗменех унта эсир кӑкарса хунӑ ҫамрӑк ашака асӑрхӑр, ун ҫине ку таранччен никам та утланса ҫӳремен. Эсир ӑна вӗҫертсе ҫавӑтса килӗр.


Вӗсем кайнӑ та урамра хапха умне кӑкарса хунӑ ҫамрӑк ашака тупса, ӑна вӗҫертсе илнӗ.


Кил хуҫи сире янтӑласа хунӑ пысӑк та хӑтлӑ пӳлӗм кӑтартӗ. Хамӑр валли пасха апачӗ ҫавӑнта хатӗрлӗр».


«Хуҫамӑр! – тенӗ вӗренекенӗсем кӗлтуса. – Эсӗ кашнин чӗрине витӗр курса тӑратӑн, ҫак иккӗшӗнчен пӗрне, Ху суйласа илнине, кӑтартсамччӗ.


Турӑ Израиль ывӑлӗсене Иисус Христос урлӑ канӑҫлӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар янӑ. Ҫав Иисус Христос – пуриншӗн те Хуҫамӑр.


Этем аллипе туни нимӗн те Ӑна кирлӗ мар. Вӑл Хӑй пурне те пурӑнӑҫпа чӗрӗлӗх тата тем те пӗр парса тӑрать.


Мӗншӗн тесен эсир Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ырӑ кӑмӑлне пӗлетӗр. Вӑл, чап тӗлӗшӗнчен пуянскер, Хӑйне мӗскӗнлетсе сире мухтавпа пуйтарас тесе, сирӗншӗн мӗскӗне тухнӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ