Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Марк 11:20 - Синодальный НЗ

20 Ирхине иртсе пынӑ чух вӗсем хайхи смоква йывӑҫҫи тымарӗ таранах типсе ларнине курнӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Марк 11:20
14 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Анчах та хӗвел тухсанах ӑна ӗнтсе янӑ, тымар ярайман калча вара типсе ларнӑ.


«Манӑн Ҫӳлти Аттем акман кирек епле ӳсен-тӑран та кӑкланӗ, – тавӑрнӑ вара Иисус.


Ирхине хулана тавӑрӑннӑ чухне Унӑн ҫиес килсе кайнӑ.


Тепӗр кунне, вӗсем Вифанирен тухсан, Иисусӑн ҫиесси килнӗ.


«Сан ҫинчен текех ӗмӗрне те никамӑн та ҫимӗҫ татса ҫимелле ан пултӑр», – тенӗ вара Иисус йывӑҫа. Ҫак сӑмахсене вӗренекенӗсем те илтнӗ.


Кам Манра мар, ҫавна турата касса пӑрахнӑ пек касса пӑрахӗҫ те, вӑл типсе кайӗ. Типӗ туратсене вара пуҫтарса вута пӑрахаҫҫӗ те, вӗсем ҫунса каяҫҫӗ.


Пиҫенпеле хыт-хура ӳстерекен ҫӗр вара ниме юрӑхсӑр, ылхана тивӗҫ. Вӑл вутра ҫунса пӗтӗ.


Сирӗн юратулӑх сӑйӗ вӑхӑтӗнче вӗсем ыттисене ҫылӑха кӗртеҫҫӗ. Вӗсем сирӗнпе пӗрле чухнех намӑс-симӗсе пӗлмесӗр хӑйсен хырӑмӗшӗн кӑна тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем – ҫил хӑвалакан пуш пӗлӗтсем пек. Вӗсем – ҫимӗҫ кӳмен, кӑкланнӑ кӗрхи йывӑҫсем пек, ҫав йывӑҫсене икӗ хут хӑрнӑ теме пулать.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ