19 Вара Вӑл тӗттӗм пулса киличчен хуларан тухса кайнӑ.
Вара Иисус вӗсене пӑрахса кайнӑ та хуларан тухса Вифанире ҫӗр каҫнӑ.
Иисус Иерусалима кӗрсен Турӑ Ҫуртне пынӑ та пӗтӗмпех тӗплӗн пӑхса ҫавӑрӑннӑ. Вара тӗттӗм пулса киличчен хуларан тухса Вун иккӗшӗпе пӗрле Вифание кайнӑ.
Кӑнтӑрла Иисус Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентнӗ, каҫхине хуларан тухса Елеон ятлӑ ту ҫинче ҫӗр каҫнӑ.
Ҫутӑ пур чухне ҫутта ӗненӗр, вара ҫутӑ ачисем пулӑр!» Ҫак сӑмахсене каласан Иисус вӗсем патӗнчен кайса ҫухалнӑ.