17 Вӗсене вӗрентсе Вӑл ҫапла каланӑ: «„Манӑн ҫуртӑма пур халӑхсемшӗн те лартнӑ кӗлӗ ҫурчӗ тесе калӗҫ“, – темен-им Ҫырнинче? Эсир вара ӑна вӑрӑ-хурах йӑви туса хунӑ».
Турӑ Ҫурчӗ витӗр тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр ҫӗклесе ҫӳреме чарнӑ.
вӗсене ҫапла каланӑ: «„Манӑн ҫуртӑм – кӗлӗ ҫурчӗ“, – тенӗ Ҫырнинче. Эсир вара ӑна вӑрӑ-хурах йӑви туса хунӑ!»
Вара Вӑл Турӑ Ҫуртӗнче вӑкӑр, сурӑх, кӑвакарчӑн сутнине тата укҫа улӑштаракансем ларнине асӑрханӑ.
Вара кӑвакарчӑн сутакансене каланӑ: «Кайӑк-кӗшӗк таврашне те илсе кайӑр кунтан! Аттем ҫуртне суту-илӳ ҫурчӗ тунӑ ан пултӑр!»