52 Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Ӗнтӗ каях, ӗненӗвӳ ҫӑлчӗ сана». Вӑл вара ҫав самантрах куракан пулнӑ та ҫулпа Иисус хыҫҫӑн кайнӑ.
суккӑррисем куракан пулаҫҫӗ, уксаххисем ҫӳрекен пулаҫҫӗ, юхан-суранлисем тасалаҫҫӗ, хӑлхасӑррисем илтекен пулаҫҫӗ, вилнисем чӗрӗлсе тӑраҫҫӗ, чухӑннисем хушшинче Ырӑ Хыпар сарӑлать.
Унтан Иисус патне усал ернӗ суккӑр тата чӗлхесӗр ҫынна ҫавӑтса пынӑ. Иисус ӑна сыватнӑ, ҫапла вара суккӑр тата чӗлхесӗр ҫын калаҫма та, курма та пуҫланӑ.
Иисус вара ӑна ҫапла тавӑрнӑ: «Эй, хӗрарӑм! Санӑн ӗненӗвӳ чӑнласах та ҫирӗп, ху ыйтнӑ пек пултӑр эппин». Вара унӑн хӗрӗ ҫав самантрах сывалнӑ.
Турӑ Ҫуртӗнче Ун патне суккӑрсемпе уксах-чӑлахсем пынӑ, Иисус вӗсене сыватнӑ.
Иисус аллине тӑсса ӑна сӗртӗннӗ те ҫапла каланӑ: «Чиртен тасатас тетӗп, сывал». Ҫын вара ҫавӑнтах юхан-суранран тасалнӑ.
Иисус ҫавӑрӑннӑ та ӑна асӑрхаса ҫапла каланӑ: «Хӑюллӑ пул, хӗрӗм! Ӗненӗвӳ ҫӑлчӗ сана». Хӗрарӑм вара ҫав самантрах сывалнӑ.
Иисус ун патне пынӑ та аллинчен тытса ҫӗклесе тӑратнӑ. Хӗрарӑмӑн чирӗ ҫавӑнтах иртсе кайнӑ, вара вӑл вӗсене хӑналама пуҫланӑ.
«Хӗрӗм! Ӗненӗвӳ ҫӑлчӗ сана. Канӑҫлӑ каях, чирӳнтен сывал!» – тенӗ вара ӑна Иисус.
Иисус каллех аллипе ун куҫне сӗртӗннӗ, пӑхма каланӑ. Суккӑр ҫын вара тӳрленнӗ, йӑлтах витӗр куракан пулнӑ.
Иисус вара ҫав хӗрарӑма: «Ӗненӗвӳ сана ҫӑлчӗ, канӑҫлӑ каях ӗнтӗ», – тенӗ.
вӗсене ҫапла каланӑ: «Кам ҫак ачана Ман ятӑмшӑн хапӑл тӑвать, вӑл Мана йышӑнать. Мана хапӑл тӑвакан Мана кунта Яракана йышӑнать. Сирӗнтен кам хӑйне кӗҫӗне хурать, ҫав аслӑ пулӗ».
Суккӑр ҫуралнӑ ҫыннӑн куҫне кам та пулин уҫнӑ тенине халиччен илтменччӗ.
Унтан Иисус ҫапла каланӑ: «Суккӑррисем куракан пулччӑр тесе, кураканнисем суккӑр пулччӑр тесе Эпӗ ҫак тӗнчене суд тума килтӗм».
Мана ӗненнипе вӗсен ҫылӑхӗсем каҫарӑнмалла пулччӑр тесе, сӑвапласа тасатнисемпе пӗр шӑпаллӑ пулччӑр тесе эсӗ вӗсен куҫӗсене уҫӑн. Вӗсене шуйттан аллинчен хӑтарса Турӑ аллине парӑн, тӗттӗмлӗхрен ҫутта илсе тухӑн“.