50 Вартимей ҫиелти тумне хывса пӑрахсах сиксе тӑнӑ та Иисус патне пынӑ.
Пӗррехинче Иисус Галилея тинӗсӗ хӗррипе иртсе пынӑ. Ҫавӑн чухне Вӑл тинӗсе сӗреке-тетел пӑрахакан икӗ пӗртӑвана – Петр текен Симонпа унӑн шӑллӗне Андрея – курнӑ. Вӗсем пулӑҫӑсем пулнӑ.
Иисус чарӑннӑ та ӑна чӗнсе илме хушнӑ. Вара ҫынсем хайхи суккӑра: «Ан хӑра, тӑр, Вӑл сана пыма хушать», – тенӗ.
«Эсӗ Мана мӗншӗн чӗнетӗн?» – тенӗ ӑна Иисус. «Вӗрентекен! Манӑн куракан пуласчӗ», – тенӗ Ӑна суккӑр ҫын.
Пире курса-пӗлсе тӑракансем пирӗн йӗри-тавра пӗлӗт пек нумай. Ҫавӑнпа та, ӗнсе ҫинчи ҫӗклеме илсе персе, ҫылӑх тӑллине татса, хамӑр утас ҫула тӳсӗмлӗн утса тухар.