49 Иисус чарӑннӑ та ӑна чӗнсе илме хушнӑ. Вара ҫынсем хайхи суккӑра: «Ан хӑра, тӑр, Вӑл сана пыма хушать», – тенӗ.
Ун патне паралич ҫапнӑ пӗр ҫынна хӑй выртакан вырӑнӗпех ҫӗклесе пынӑ. Иисус вӗсен ӗненӗвне курнӑ та паралич ҫапнӑ ҫынна: «Хӑюллӑрах пул, ачам! Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнчӗҫ», – тенӗ.
Вартимей ҫиелти тумне хывса пӑрахсах сиксе тӑнӑ та Иисус патне пынӑ.
Иисус чарӑннӑ та суккӑра Хӑй патне ҫавӑтса пыма хушнӑ. Хайхискер Ун патне пырсан Иисус унран:
Ҫакна каласан Марфа кайнӑ та хӑйӗн йӑмӑкне Марияна вӑрттӑн чӗнсе илсе каланӑ: «Вӗрентекен кунта, Вӑл сана чӗнет».
Турӑ умӗнче ҫынсен ҫылӑхне каҫарттармашкӑн, хӗрхенӳллӗ те шанчӑклӑ Аслӑ священник пулмашкӑн Унӑн пур енчен те тӑванӗсем пекех пулмалла пулнӑ.
Пирӗн Аслӑ священник, эпир халсӑррине пӗлсе, хута кӗрет. Вӑл, ҫылӑхсӑр пуҫне, эпир мӗн тӳснине йӑлтах тӳснӗ.