48 Нумайӑшӗ ӑна шӑпланма хушнӑ, анчах вӑл тата хытӑрах: «Давид йӑхӗн Ывӑлӗ! Хӗрхенсем мана!» – тесе кӑшкӑрнӑ.
Ҫавӑн чухне ҫынсем ачисене Иисус патне аллине хурса кӗлтутарма илсе пынӑ; вӗренекенӗсем вара вӗсене Иисуса кансӗрлеме чарнӑ.
Халӑх вӗсене шӑпланма хушнӑ, анчах лешсем тата хыттӑнрах: «Эй, Хуҫамӑр, Давид йӑхӗн Ывӑлӗ, хӗрхенсем пире!» – тесе кӑшкӑрнӑ.
Иисус унтан кайнӑ чух икӗ суккӑр ҫын Ун хыҫҫӑн: «Эй, Давид йӑхӗнчи Иисус, хӗрхенсем пире!» – тесе кӑшкӑра-кӑшкӑра пынӑ.
Иисус аллипе сӗртӗнсе пиллетӗр тесе Ун патне ачасене илсе пынӑ, анчах та вӗренекенӗсем ача-пӑча илсе пыракансене Иисуса кансӗрлеме чарнӑ.
Иисус ҫак сӑмахсене каланӑ вӑхӑтрах синагога пуҫлӑхӗн килӗнчен пынӑ та ҫапла каланӑ: «Хӗрӳ вилсе кайрӗ ӗнтӗ. Вӗрентекене мӗншӗн чӑрмантаратӑн тата?»
Малта пыракансем ӑна шӑпланма хушнӑ. Анчах суккӑр ҫын тата хытӑрах: «Давид йӑхӗн Ывӑлӗ! Хӗрхенсем мана!» – тесе кӑшкӑрнӑ.
Тӗрлӗрен кӗлӗпе яланах Турра кӗлтӑвӑр, тархаслӑр. Яланах Турӑ Сывлӑшӗпе килӗшӳллӗн пуҫҫапӑр. Ҫакна ҫирӗп тытса пырса мӗн пур ӗненекенсемшӗн кӗлтӑвӑр.
Ҫӗр ҫинче ӳтленсе пурӑннӑ чухне Иисус Хӑйне вилӗмрен ҫӑлма Пултаракана ӗсӗклесе, куҫҫулӗпе йӗрсе кӗлтунӑ, йӑлӑннӑ. Вӑл Турра хисепленӗрен Турӑ Ӑна илтнӗ.