47 «Иртсе пыраканни – Иисус Назорей», – тенине илтсен Вартимей кӑшкӑрса каланӑ: «Давид йӑхӗнчи Иисус! Хӗрхенсем мана!»
Авраампа Давид йӑхӗнчен ҫуралнӑ Иисус Христосӑн йӑх-несӗл тымарӗ.
Иисус мӗн тунине курсан пӗтӗм халӑх тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ. «Ҫакӑ Давид йӑхӗнчен Суйласа илни мар-и?» – тесе ыйтнӑ ҫынсем.
Ун патне ҫавӑнти пӗр хананей хӗрарӑмӗ пынӑ та: «Эй, Хуҫам, Давид йӑхӗн Ывӑлӗ, хӗрхенсем мана! Хӗрӗм усал ернипе питӗ асапланать», – тенӗ кӑшкӑрсах.
Унта вӑл хӑйӗн ҫемйипе Назарет ятлӑ хулара пурӑнма пуҫланӑ. Ҫапла Турӑ пророксем урлӑ: «Турӑ Суйласа илнине Назорей тейӗҫ», – тесе калани пурнӑҫланнӑ.
Ҫавӑнта ҫул хӗрринче ларакан икӗ суккӑр ҫын Иисус иртсе пырать тенине илтсен: «Эй, Хуҫамӑр, Давид йӑхӗн Ывӑлӗ, хӗрхенсем пире!» – тесе кӑшкӑра пуҫланӑ.
«Ку вӑл Иисус, Галилейӑри Назаретран тухнӑ Пророк», – тенӗ ҫынсем.
«Давид йӑхӗн Ывӑлне осанна! Хуҫа Турӑ ячӗпе Килекен мухтавлӑ! Ҫӳл тӳпере те осанна!» – тесе кӑшкӑрнӑ Иисус умӗнче те, хыҫӗнче те пыракан халӑх.
Вӑл хапхаран тухнӑ чухне ӑна тепӗр хӗрарӑм тарҫӑ асӑрханӑ та унти ҫынсене каланӑ: «Ак ҫакӑ та Иисус Назорейпа пӗрлеччӗ».
Иисус унтан кайнӑ чух икӗ суккӑр ҫын Ун хыҫҫӑн: «Эй, Давид йӑхӗнчи Иисус, хӗрхенсем пире!» – тесе кӑшкӑра-кӑшкӑра пынӑ.
«Эй, Назарет Иисусӗ! Санӑн пирӗнпе мӗн ӗҫ пур ара? Эсӗ пире пӗтерме килнӗ! Эсӗ камне эпӗ пӗлетӗп. Эсӗ – Туррӑн Святойӗ!»
Пӗррехинче Иисус Хӑй ӳснӗ хулана, Назарета, пынӑ. Шӑмат кун Вӑл яланхи пекех синагогӑна кӗнӗ те Ҫырнине вулама хатӗрленсе тӑнӑ.
Анчах та Нафанаил ӑна ҫапла каланӑ: «Назаретран-и? Назаретра мӗн те пулин ырри пулма пултарать-и вара?» «Кайса пӑх эппин», – тенӗ ӑна Филипп.
Хӗрес ҫумне тата хӑма татӑкӗ ҫапса хунӑ. Хӑми ҫине Пилат ҫапла ҫыртарнӑ пулнӑ: «Иудея Патши, Назорей Иисус».
«Ку – Турӑ Суйласа илни, Христос», – тенӗ хӑшӗ-пӗри. Теприсем вӗсене хирӗҫлесе каланӑ: «Христосӑн Галилейӑран килмелле мар-ҫке!
«Эсӗ те Галилея ҫынни мар пулӗ те? – тенӗ ӑна. – Лайӑхрах тӗпче те ҫакна пӗлсе тӑр: ку таранччен Галилейӑран пророк тухман та, тухас та ҫук».
– Назорей Иисус Турӑ Ҫуртне те аркатӗ, Моисейран килекен йӑла-йӗркесене те улӑштарӗ, тесе каланине хамӑр хӑлхапа хамӑр илтрӗмӗр».
«Эпӗ, Иисус, сире ҫакна чиркӳсенче ҫирӗплетсе пӗлтермешкӗн Хамӑн ангелӑма ятӑм. Эпӗ – Давид ӑрӑвӗн никӗсӗ тата тӑхӑмӗ, ирхи ҫутӑ ҫӑлтӑр».