45 Мӗншӗн тесен Этем Ывӑлӗ те Хӑйшӗн тӑрӑштарма килмен, Хӑй ҫынсемшӗн тӑрӑшас тесе, нумайӑшне ҫӑлмашкӑн Хӑй чунне тӳлевлӗхе пама килнӗ».
Этем Ывӑлӗ те Хӑйшӗн тӑрӑштарма килмен, Хӑй ҫынсемшӗн тӑрӑшас тесе, нумайӑшне ҫӑлмашкӑн Хӑй чунне тӳлевлӗхе пама килнӗ».
Хӑвӑр хушшӑрта малти пулас текенӗн ыттисемшӗн чура пулмалла.
Аттем Мана пӗлнӗ пекех, Эпӗ те Аттеме пӗлетӗп. Эпӗ сурӑхӑмсемшӗн чунӑма паратӑп.
Ҫапла вара, Эпӗ, сирӗн Хуҫӑр тата Вӗрентекенӗр, урӑрсене ҫурӑм пулсан, сирӗн те пӗр-пӗрин урисене ҫумалла.
Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса Турӑ умӗнче тӳрре тухчӑр тесе, пирӗн ҫылӑхсемшӗн Вӑл ҫылӑха кӗрсе курманскере парнелӗхе кӳнӗ.
Мӗншӗн тесен эсир Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ырӑ кӑмӑлне пӗлетӗр. Вӑл, чап тӗлӗшӗнчен пуянскер, Хӑйне мӗскӗнлетсе сире мухтавпа пуйтарас тесе, сирӗншӗн мӗскӗне тухнӑ.
Христос пирӗн ылхана Хӑй ҫине йышӑнса пире саккун ылханӗнчен Хӑйӗнпе тӳлесе илнӗ, мӗншӗн тесен: «Йывӑҫ хӗрес ҫине ҫакса асаплантарса вӗлернӗ ҫын ылханлӑ», – тесе ҫырнӑ вӗт-ха.
Пире усаллӑхран тӳлесе илес тесе, Хӑй валли сӑвапласа тасатнӑ, тӑрӑшуллӑ, ырӑ тума пӗлекен, уйрӑм халӑх пултарас тесе, Христос Хӑйне пирӗншӗн вилӗме панӑ.
Вӑл, Турӑ Ывӑлӗ пулин те, асап витӗр тухса, пӑхӑнмашкӑн вӗреннӗ.