Иисус вара вӗренекенӗсене чӗнсе илсе ҫапла каланӑ: «Халӑхсен княҫӗсем пулма тивӗҫнисем халӑхпа хуҫаланнине, пуҫлӑхсем те халӑха пӑхӑнтарнине эсир пӗлетӗр.
Пурӑнӑҫӑра ҫак тӗнче йӗркисемпе ан шайлаштарӑр. Ун вырӑнне Туррӑн аван, юрӑхлӑ тата паха ирӗкӗ мӗнне пӗлес тесе эсир хӑвӑр ӑс-хакӑлӑра ҫӗнетсе улшӑнӑр.