42 Иисус вара вӗренекенӗсене чӗнсе илсе ҫапла каланӑ: «Халӑхсен княҫӗсем пулма тивӗҫнисем халӑхпа хуҫаланнине, пуҫлӑхсем те халӑха пӑхӑнтарнине эсир пӗлетӗр.
Иисус вара вӗсене чӗнсе илсе ҫапла каланӑ: «Халӑхсен патшисем халӑхпа хуҫаланнине, пуҫлӑхсем те халӑха пӑхӑнтарнине эсир пӗлетӗр.
Ҫакна илтсен тепӗр вунӑ вӗренекенӗ Иаковпа Иоана тарӑхса кайнӑ.
Анчах сирӗн хушшӑрта апла пулмалла мар: хӑвӑр хушшӑрта асли пулас текенӗн ыттисемшӗн тарҫӑ пулмалла.
Иисус вӗсене каланӑ: «Патшасем халӑхпа хуҫаланаҫҫӗ, халӑхпа пуҫ пулакансене „ырӑ хуҫам“ теҫҫӗ.
Хӑвӑра пӑхма шанса панисем вӗсем сирӗн мар – Туррӑн. Ҫавӑнпа вӗсемпе ан хуҫаланӑр, вӗсемшӗн тӗслӗх пулӑр.