41 Ҫакна илтсен тепӗр вунӑ вӗренекенӗ Иаковпа Иоана тарӑхса кайнӑ.
Ҫак сӑмахсене илтсен тепӗр вунӑ вӗренекенӗ икӗ пӗртӑвана питӗ тарӑхса кайнӑ.
Иисус вара вӗренекенӗсене чӗнсе илсе ҫапла каланӑ: «Халӑхсен княҫӗсем пулма тивӗҫнисем халӑхпа хуҫаланнине, пуҫлӑхсем те халӑха пӑхӑнтарнине эсир пӗлетӗр.
Ҫавӑнтах тата вӗсем хӑйсем хушшинче хӑшӗ аслӑраххи пирки тавлашма тытӑннӑ.
Иисус вӗсене каланӑ: «Патшасем халӑхпа хуҫаланаҫҫӗ, халӑхпа пуҫ пулакансене „ырӑ хуҫам“ теҫҫӗ.
Пӗр-пӗрне тӑванла ӑшшӑн юратӑр, пӗр-пӗрне хисеплеме васкӑр.
Пӗр-пӗринпе тупӑшса, мухтава тухас тесе нимӗн те ан тӑвӑр. Сӑпайлӑ пулса пӗр-пӗрне хӑвӑртан ытларах хисеплӗр.
Е Ҫырнинче ҫак сӑмахсене ахаль каланӑ пулӗ тетӗр-и? Акӑ вӑл сӑмахсем: «Турӑ пирӗн ӑшри Хӑйӗн сывлӑшне кӗвӗҫес таранах савать».