Унтан кӑшт аяккарах кайнӑ та ҫӗре ӳксе ҫапла кӗлтунӑ: «Эй, Аттем! Май пулсассӑн ҫак асап куркине Манран ирттерсемччӗ. Ҫапах та Эпӗ тӑвас тенӗ пек мар, Эсӗ тӑвас тенӗ пек пултӑр».
Эпир халсӑр пулин те, Сывлӑш пире ҫирӗплӗх парсах тӑрать. Мӗншӗн тесен эпир Турра кирлӗ пек кӗлтума та пӗлместпӗр. Пирӗншӗн Сывлӑш Хӑй, этем чӗлхинчи сӑмахпа калама май ҫуккине каласа, кӗлтуса хута кӗрет.