37 «Эсӗ Хӑвӑн чаплӑ Патшалӑхунта пире пӗрне Хӑвӑнтан сылтӑм енне, теприне сулахай енне лармалла тусамччӗ!» – тенӗ вӗсем Ӑна.
«Чӑн калатӑп сире, – тенӗ вӗсене Иисус, – пулас ҫӗнӗ тӗнчере, Этем Ывӑлӗ Хӑйӗн чаплӑ престолӗ ҫине ларсан, эсир те, Ман хыҫҫӑн пыракансем, Израилӗн вун икӗ ӑрӑвӗн тӳри пулмашкӑн вун икӗ престол ҫине ларӑр.
«Этем Ывӑлӗ Хӑйӗн мухтавӗпе, мӗн пур святой ангелӗсемпе килсессӗн Хӑйӗн чаплӑ престолӗ ҫине ларӗ.
«Сирӗншӗн мӗн тумалла вара Манӑн?» – ыйтнӑ Иисус.
Ҫапла Хуҫамӑр, вӗренекенӗсемпе калаҫнӑ хыҫҫӑн, тӳпене ҫӗкленнӗ те Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ.
Кам ҫак пӑсӑк та ҫылӑхлӑ ӑру хушшинче Манран тата Ман сӑмахӑмсенчен вӑтанать, Этем Ывӑлӗ те Ашшӗ мухтавӗпе, святой ангелӗсемпе пӗрле килсен унран вӑтанӗ».
Мухтавлӑран та мухтавлӑ пулма Христосӑн ҫак асапа курмалла марччӗ-им вара?»
Христос курас асапсем ҫинчен, кайран Вӑл мухтава тухасси ҫинчен Христос Сывлӑшӗ пророксем урлӑ малтанах пӗлтернӗ. Вӗсем ҫакӑ хӑш вӑхӑтра, мӗнлерех пуласса пӗлме тӑрӑшнӑ.