35 Ҫавӑн чухне Ун патне Зеведей ывӑлӗсем Иаковпа Иоанн пынӑ та ҫапла каланӑ: «Вӗрентекен! Эпир мӗн ыйтнине туса парсамччӗ».
Пырсан-пырсан Вӑл тата икӗ пӗртӑвана – Иаковпа унӑн шӑллӗне Иоана – курнӑ. Вӗсем Зеведей ывӑлӗсем пулнӑ, ашшӗпе пӗрле кимӗ ҫинче сӗреке-тетелӗсене юсаса тӑнӑ, Иисус вӗсене те Хӑйпе пӗрле чӗннӗ.
«Сирӗншӗн мӗн тумалла вара Манӑн?» – ыйтнӑ Иисус.
Вара Хӑйпе пӗрле Вӑл Петра тата Иаковпа Иоана илсе кайнӑ та калама ҫук вӑйлӑн хуйхӑра пуҫланӑ.
Вара Вӑл Петрпа Иаковсӑр пуҫне, Иаков шӑллӗ Иоансӑр пуҫне Хӑй хыҫҫӑн никама та пыма хушман.
Пӗр ултӑ кун иртсен Иисус Петра, Иакова тата Иоана ыттисенчен уйрӑммӑн Хӑйпе пӗрле ҫӳллӗ ту ҫине илсе кайнӑ. Вара Унӑн сӑн-сӑпачӗ вӗсен умӗнчех улшӑннӑ: