Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Марк 10:34 - Синодальный НЗ

34 Лешӗсем Ӑна мӑшкӑл кӑтартӗҫ, чӗн пушӑпа хӗнӗҫ, питрен сурса пӗтерӗҫ. Ӑна вӗлерӗҫ, виҫҫӗмӗш кунне Вӑл чӗрӗлсе тӑрӗ».

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Марк 10:34
24 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫавӑнтан вара Иисус вӗренекенӗсене Хӑйӗн Иерусалима каймалли ҫинчен, унта ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе аслӑ священниксенчен тата саккун вӗрентӳҫисенчен нумай асап курмалла пуласси ҫинчен кала пуҫланӑ. Тата Вӑл вӗренекенӗсене Хӑйне вӗлересси ҫинчен, виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен те каласа ӑнлантарнӑ.


Вара ҫынсем Ӑна питрен сурнӑ, ҫупа-ҫупа янӑ, теприсем тата ҫапнӑ пеккӗн


«Ырӑ ҫыннӑмӑр, – тенӗ вӗсем, – леш ултавҫӑ Хӑй чӗрӗ чухне „виҫӗ кунран чӗрӗлсе тӑрӑп“ тенине аса илтӗмӗр-ха эпир.


Ҫакна илтсен, тарӑхнипе, аслӑ священник хӑй ҫийӗнчи тумтирне ҫурса янӑ. «Унӑн айӑпне кӑтартакан мӗн тума кирлӗ тата пире? – тенӗ вӑл.


Хӑшӗ-пӗрисем Ун ҫине сура пуҫланӑ, Иисусӑн питне хупласа, ҫапа-ҫапа каланӑ: «Пророк пулсан кам ҫапнине кала!» Ӑна тарҫӑсем те питрен ҫупа-ҫупа янӑ.


Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене: «Этем Ывӑлне ҫынсен аллине тытса парӗҫ, Ӑна вӗлерӗҫ, вӗлерсен виҫҫӗмӗш кунне Вӑл чӗрӗлсе тӑрӗ», – тесе вӗрентсе каланӑ.


Анчах та Ирод, салтакӗсемпе пӗрле, Унран тӑраничченех мӑшкӑлласа кулнӑ та Ӑна патшалла ҫутӑ тум тӑхӑнтартса Пилат патне каялла янӑ.


Мӗншӗн тесен саккуна Моисей урлӑ панӑ, ырӑлӑхпа чӑнлӑх вара Иисус Христос урлӑ килнӗ.


ҫапла каланӑ: «Пурте лайӑхрах хӗрлӗ эрехе малтан параҫҫӗ. Кайран, ӗҫсе ҫитсен, япӑхраххине параҫҫӗ. Эсӗ вара лайӑх эрехне халиччен кӑлармасӑр тӑнӑ».


Ҫырнинче каланӑ пекех, Ӑна пытарнӑ, виҫҫӗмӗш кунне Вӑл чӗрӗлсе тӑнӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ