Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Марк 10:33 - Синодальный НЗ

33 «Акӑ ӗнтӗ эпир Иерусалималла хӑпарса пыратпӑр, унта Этем Ывӑлне аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисен аллине тытса парӗҫ. Вӗсем Ӑна суд туса вӗлерме йышӑнӗҫ, унтан урӑх халӑх ҫыннисен аллине парӗҫ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Марк 10:33
23 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫавӑнтан вара Иисус вӗренекенӗсене Хӑйӗн Иерусалима каймалли ҫинчен, унта ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе аслӑ священниксенчен тата саккун вӗрентӳҫисенчен нумай асап курмалла пуласси ҫинчен кала пуҫланӑ. Тата Вӑл вӗренекенӗсене Хӑйне вӗлересси ҫинчен, виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен те каласа ӑнлантарнӑ.


Ҫакӑн пирки эсир мӗн шухӑшлатӑр?» «Айӑплӑ, вӗлермелле», – тавӑрса каланӑ вӗсем.


Вара Ӑна ҫыхтарнӑ та Рим лартнӑ Понтий Пилат пуҫлӑх патне илсе кайнӑ.


– Вӑл Турра хурланине хӑвӑрах илтрӗр! Ҫакӑн пирки эсир мӗн шухӑшлатӑр?» «Айӑплӑ, вӗлермелле», – тенӗ вара вӗсем пурте.


Ирхине, тул ҫутӑлсанах, аслӑ священниксем, ятлӑ-сумлӑ ҫынсем, саккун вӗрентӳҫисем – синедрионра ларакансем пурте канашласа йышӑннипе Иисуса ҫыхса Пилат патне илсе кайнӑ.


Унтан Иисус вӗренекенӗсене Этем Ывӑлӗ нумай асап курасси ҫинчен, ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе аслӑ священниксем тата саккун вӗрентӳҫисем Хӑйне йышӑнас ҫукки ҫинчен кала пуҫланӑ. Тата Вӑл Хӑйне вӗлересси ҫинчен, виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен те каласа панӑ.


Иисус вӗсене ҫапла тавӑрса каланӑ: «Малтан Илия килсе пурне те хатӗрлесе хумалла тени тӗрӗсех ӗнтӗ. Эппин мӗншӗн-ха Этем Ывӑлӗн нумай асап курмалла, мӑшкӑл тӳсмелле тесе те ҫырнӑ?


Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене: «Этем Ывӑлне ҫынсен аллине тытса парӗҫ, Ӑна вӗлерӗҫ, вӗлерсен виҫҫӗмӗш кунне Вӑл чӗрӗлсе тӑрӗ», – тесе вӗрентсе каланӑ.


Анчах та лешсем: «Пӑталаттар Ӑна! Пӑталаттар!» – тесе кӑшкӑрнӑ.


Иисус Этем Ывӑлӗ нумай асап курасси ҫинчен, ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе аслӑ священниксем тата саккун вӗрентӳҫисем Ӑна йышӑнас ҫукки ҫинчен, Этем Ывӑлне вӗлересси ҫинчен, Вӑл виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен каланӑ.


Ирпе ирех иудейсем Иисуса Каиафа патӗнчен преторине илсе пынӑ. Ирсӗрленес мар тесе вӗсем преторине кӗмен, мӗншӗн тесен хӑйсен йӑлипе каҫхине пасха апачӗ ҫимелле пулнӑ.


Ҫапла Иисус Хӑй мӗнле вилӗмпе вилесси ҫинчен малтанах калани пурнӑҫланнӑ.


«Ҫӳлтен паман пулсан санӑн Манпа пуҫ пулма нимӗнле ирӗк те пулас ҫукчӗ, – тавӑрнӑ Иисус, – ҫавӑнпа Мана сан аллуна тытса паракана ытларах ҫылӑх пулӗ».


Мӗншӗн тесен Иерусалимра пурӑнакансемпе вӗсен пуҫлӑхӗсем Иисуса пӗлеймерӗҫ, Ӑна айӑпларӗҫ. Ҫапла майпа синагогӑсенче кашни шӑмат кун вулакан пророксен сӑмахӗсем пурнӑҫланчӗҫ.


Халӗ ӗнтӗ, Святой Сывлӑшӑн туртӑмне пӑхӑнса, манӑн Иерусалима каймалла. Эпӗ унта хама мӗн кӗтнине те пӗлместӗп.


Эсир Тӳррине айӑп хурса вӗлертӗр, Вӑл вара сире хирӗҫ тӑмарӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ