30 халех, ҫак хӗсӗрлев саманинчех кил-ҫуртне те, тӑванне те, ашшӗ-амӑшне те, ачисене те, ани-ҫаранне те ҫӗр хут ытларах илӗ. Лери пурӑнӑҫра вара вӑл ӗмӗрлӗх чӗрӗлӗхлӗ пулӗ.
Мӗншӗн тесен ӳт-пӗве аталантарни пӗр енчен кӑна усӑллӑ, Турра хисеплессине аталантарни вара пур енчен те усӑллӑ. Вӑл пире хальхи пурӑнӑҫра та шанчӑк парать, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗме те шантарать.
Курӑр-ха, Атте Турӑ пире епле юратать. Вӑл пире Турӑ ачисем пулма, ҫав ята тивӗҫлӗ пулма ирӗк панӑ. Анчах та тӗнче, Турра пӗлмен пирки, пире те йышӑнмасть.
Санӑн ӗҫӳсене, хуйху-суйхуна та, чухӑнлӑхна та (тӗрӗссипе, эсӗ – пуян) пӗлетӗп. Хӑйсене иудей текенсем сан пирки усал калаҫаҫҫӗ. Вӗсем иудейсем мар – шуйттан пухӑвӗ.