Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Марк 10:23 - Синодальный НЗ

23 Вара Иисус йӗри-тавралла пӑхса илсе Хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Пуян ҫынсене Турӑ Патшалӑхне кӗмешкӗн епле йывӑр!»

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Марк 10:23
13 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

«Чӑн калатӑп сире: улшӑнаймасан, ача пек пулаймасан эсир Ҫӳлти Патшалӑха кӗреймӗр.


Чӑн калатӑп сире: Турӑ Патшалӑхне кам ача пек йышӑнмасть, ҫав унта кӗреймӗ».


Ҫак сӑмахсене илтсен вӑл аптӑраса кайнӑ та салхуллӑн пӑрӑнса утнӑ, мӗншӗн тесен вӑл питӗ пуян пулнӑ.


Иисус, вӗсем хытӑ чунлӑ пулнӑран кулянса, вӗсене ҫилӗллӗн пӑхса ҫавӑрӑннӑ та ҫав ҫынна каланӑ: «Аллуна тӑс-ха». Лешӗ тӑснӑ та, алли тӳрленсе тепри пекех пулса тӑнӑ.


Анчах та Иисус, Хӑйне кам сӗртӗннине курас тесе, ҫаплипех йӗри-тавралла пӑхкаланӑ.


Иисус вара, вӑл салхуланнине курса, ҫапла каланӑ: «Пуянсене Турӑ Патшалӑхне кӗме епле йывӑр!


«Чӑн-чӑнах калатӑп сана: шывран тата Турӑ Сывлӑшӗнчен ҫуралманни Турӑ Патшалӑхне кӗреймӗ, – хуравланӑ Иисус.


Эй, Турӑ чӗнсе илнӗ тӑвансем! Хӑвӑр ҫине пӑхӑр-ха. Сирӗн хушшӑрта этемле виҫепе ӑслисем, вӑйлисем, чаплӑ йӑхран текеннисем нумай мар.


Эй, савнӑ тӑванӑмсем! Итлесемӗр мана: ӗненӳпе пуян пулмашкӑн Турӑ ҫак тӗнчери чухӑнсене суйласа илмен-им? Хӑйне юратакансене шантарнӑ Патшалӑха Турӑ чухӑнсене еткере парас темен-им?


Эй, пӑсӑк ҫынсем! Тӗнчепе туслӑ пулни Турӑпа тӑшманла пулнине пӗлместӗр-им эсир? Ҫапла ӗнтӗ, кам тӗнчепе туслӑ пулма тӑрӑшать, ҫав Туррӑн тӑшманӗ пулса тӑрать.


Вара Иисус Христос Хуҫамӑрӑн, Ҫӑлаканӑмӑрӑн ӗмӗрлӗх Патшалӑхне кӗмелли алӑк сирӗншӗн яриех уҫӑлӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ