20 «Вӗрентекен, – тавӑрса каланӑ вӑл, – эпӗ вӑл пил-хушусене мӗн ачаранпах пӑхӑнса пурӑнатӑп».
«Эпӗ вӑл пил-хушусене пурне те мӗн ачаранах пӑхӑнса пурӑнатӑп-ха, тата мӗн тумалла-ши манӑн?» – тенӗ Ӑна ҫамрӑк.
Вара Иисус ӑна тинкерсе пӑхнӑ та ӑшшӑн каланӑ: «Ӗнтӗ сана пӗр япала кӑна ҫитеймест: кай та пӗтӗм пурлӑхна сутса чухӑнсене валеҫсе пар, вара сан валли пурлӑх пӗлӗт ҫинче пулӗ. Ху кил те, асап хӗресне йӑтса, Ман хыҫҫӑн пыракан пул».
Анчах та саккун вӗрентӳҫи хӑйне тӳрре кӑларасшӑн Иисусран татах ыйтнӑ: «Ман ҫывӑх ҫыннӑм кам?»
Тахҫан эпӗ саккун мӗнне пӗлмесӗрех пурӑнаттӑм, анчах та пил-хушусене пӗлсессӗн ҫылӑх чӗрӗлчӗ,
тӑрӑшнӑ тӑрӑх – Турӑ Чиркӗвне хӗсӗрлекен, саккун тӳрӗлӗхӗ тӑрӑх – тасаскер.
Вӗсем Турра хисепленҫи тӑвӗҫ, анчах та ӑшра хисеплемӗҫ. Эсӗ вӗсемпе ан ҫыхлан.