2 Ҫавӑнта Иисус патне фарисейсем пынӑ та, Ӑна илӗртсе тӗрӗслес тесе, ҫапла ыйтнӑ: «Упӑшкин хӑй арӑмне уйӑрса яма юрать-и?»
Ҫав вӑхӑтра вӗренекенӗсем Иисус патне пынӑ та ҫапла каланӑ: «Пӗлетӗн-и, ҫак сӑмахсене илтсен фарисейсем питӗ кӳренчӗҫ».
Унтан Иисус патне фарисейсемпе саддукейсем пынӑ та, Ӑна тӗрӗслес тесе, тӳперен хӑват кӑтартма ыйтнӑ.
Иисус патне фарисейсем пынӑ та, Ӑна илӗртсе тӗрӗслес тесе, ыйту панӑ: «Упӑшкин арӑмне кирек епле сӑлтавпа та уйӑрса яма юрать-и?»
Вӗсенчен пӗри, саккун вӗрентӳҫи, Ӑна илӗртсе тӗрӗслес тесе ҫапла ыйтнӑ:
Саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир ҫынсене Ҫӳлти Патшалӑха кӗме пӳлсе тӑратӑр; хӑвӑр та кӗместӗр, кӗрес текенсене те кӗме памастӑр.
Фарисейсем кӑна ҫапла каланӑ: «Усалсене Вӑл усалсен пуҫлӑхӗн хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать».
Унтан кайсан Иисус Иордан леш енчи ҫӗрсем урлӑ Иудея тӑрӑхне пынӑ. Каллех Ун патне халӑх пуҫтарӑннӑ, каллех, яланхи пекех, Вӑл ҫынсене вӗрентнӗ.
«Моисей саккунӗ ун пирки мӗн калать?» – тавӑрнӑ вӗсене Иисус.
Унта фарисейсем пынӑ та Иисуспа тавлашма пуҫланӑ. Вӗсем, Ӑна илӗртсе тӗрӗслес тесе, тӳперен хӑват кӑтартма хистесех ыйтнӑ.
Иисус вӗсене хытарсах каланӑ: «Асӑрханӑр, фарисейсен кӑвас тӗпӗнчен, Иродӑн кӑвас тӗпӗнчен сыхланӑр».
Анчах та Хуҫамӑр ӑна ҫапла каланӑ: «Акӑ эсир, фарисейсем, чашӑк-тирӗк тулашне тасататӑр, анчах ӑшӑр-чикӗр ҫӑткӑнлӑхпа, усаллӑхпа тулнӑ.
Укҫа юратакан фарисейсем те ҫак сӑмахсене илтнӗ. Вара вӗсем Иисусран тӑрӑхласа кулма пуҫланӑ.
Фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисем Иисусӑн вӗренекенӗсене ӳпкелешсе каланӑ: «Мӗншӗн эсир налук пухакансемпе тата ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле ӗҫсе ҫиетӗр?»
Иисус шӑмат кун сыватмӗ-и-ха тесе, Ӑна айӑплама сӑлтав шыраса, саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем Ӑна сӑнаса тӑнӑ.
Фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисем кӑна Турӑ ирӗкне хирӗҫлесе шыва кӗмен.
Вара аслӑ священниксемпе фарисейсем хӑйсен канашне пухнӑ. «Мӗскер тумалла-ши? – канашланӑ вӗсем. – Ку Ҫын нумай хӑват кӑтартать.
Аслӑ священниксемпе фарисейсем вара Иисуса тытас тесе ҫапла хушнӑ: «Вӑл ӑҫтине пӗлекенсен тӳрех пире систермелле».
Халӑхра Иисус ҫинчен ҫапла калаҫнине фарисейсем илтнӗ. Вара аслӑ священниксемпе фарисейсем Турӑ Ҫурчӗн хуралҫисене Ӑна тытма янӑ.
– Пуҫлӑхсемпе фарисейсенчен кам та пулин ӗненчӗ-и Ӑна?
Ҫакна вӗсем Ӑна айӑплама сӑлтав тупасшӑн тӗрӗслесе каланӑ. Иисус вӗсене курмӑш пулнӑ та пӗшкӗнсе пӳрнипе ҫӗр ҫине темӗн ҫыра пуҫланӑ.
Христоса тӗрӗслер мар. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри ҫапла хӑтланнӑ та – ҫӗленсем сӑхнипе вилсе пӗтнӗ.