Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Марк 10:17 - Синодальный НЗ

17 Иисус ҫула кайма тухнӑ чухне пӗр ҫын чупса пынӑ та Ун умне чӗркуҫленсе ларса Унран ҫапла ыйтнӑ: «Ырӑ Вӗрентекен! Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулас тесен манӑн мӗн тумалла-ши?»

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Марк 10:17
28 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Иисуспа вӗренекенӗсем халӑх пухӑннӑ ҫӗре ҫитсессӗнех Ун патне пӗр ҫын ҫывхарнӑ та Ун умне чӗркуҫленнӗ.


Вара Патша сылтӑм енчисене ҫапла калӗ: „Эй, Аттем пилленисем, килӗр те тӗнчене пултарсанах сирӗн валли хатӗрленӗ Патшалӑха еткере илӗр.


Хӗрарӑмсем тупӑклӑх патӗнчен васкасах кайнӑ. Вӗсем пӗр хӑраса та пӗр савӑнса Иисусӑн вӗренекенӗсене пӗлтерме чупнӑ.


Пӗррехинче Ун патне юхан-суранлӑ ҫын пынӑ та чӗркуҫленсе ларса Ӑна йӑлӑннӑ: «Сыватас тесессӗн, Эсӗ мана сыватма пултаратӑнах».


«Мӗншӗн эсӗ Мана ырӑ тетӗн? – тавӑрнӑ ӑна Иисус. – Пӗр Турӑсӑр пуҫне никам та ырӑ мар.


Лешсем пынӑ та Ӑна ҫапла каланӑ: «Вӗрентекен! Эсӗ тӳрӗлӗхлӗ пулнине, никама та юрама тӑрӑшманнине эпир пӗлетпӗр. Эсӗ ҫынна кам пулнине кура хакламастӑн, чӑнах та Турӑ ҫулӗ ҫинчен вӗрентетӗн. Эппин каласамччӗ: эпир Рим патшине налук тӳлени тӗрӗс-и, тӗрӗс мар-и? Ҫав налука пирӗн памалла-и, памалла мар-и?»


Иисус, халӑх васкаса пуҫтарӑннине курса, усал сывлӑша чарса каланӑ: «Чӗлхесӗр-хӑлхасӑр тӑвакан сывлӑш, сана хушатӑп: тух ун ӑшӗнчен, текех нихӑҫан та ун ӑшне ан кӗр!»


Ҫавӑн чухне пӗр ҫын, саккун вӗрентӳҫи, мала тухнӑ та Иисуса илӗртсе тӗрӗслес тесе ҫапла ыйтнӑ: «Вӗрентекен! Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулас тесен манӑн мӗн тумалла?»


Никодим пӗррехинче ҫӗрле Иисус патне пынӑ та Ӑна ҫапла каланӑ: «Равви! Эсӗ Турӑ янӑ Вӗрентекен пулнине эпир пӗлетпӗр. Турӑ пулӑшмасан Эсӗ кӑтартакан хӑватсене тума никам та пултараяс ҫук».


Эсир, Ҫырнине тишкерсе вуласа, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пуласса шанатӑр, Ҫырни вара хӑех Ман ҫинчен пӗлтерет.


Мана кунта Яракан ирӗкӗ ҫакӑн пек: Ывӑлне куракан, Ӑна ӗненекен кашни ҫын ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулмалла. Эпӗ вара ӑна юлашки кун, суд кунӗ ҫитсен, чӗртсе тӑратӑп».


Унтан, вӗсене тӗрмерен ертсе тухсан, ҫапла каланӑ: «Эй, хисеплӗ ҫыннӑмсем! Ҫӑлӑнас тесен манӑн мӗн тумалла ӗнтӗ?»


Ҫак сӑмахсем итлекенсен чӗрисене пырса тивнӗ, вара вӗсем Петрпа ытти апостолсенчен ыйтнӑ: «Тӑван ҫыннӑмӑрсем! Пирӗн халӗ мӗн тумалла-ши?»


Эй, тӑванӑмсем! Халӗ ӗнтӗ эпӗ сире Турӑ аллине, Унӑн тивлетлӗ сӑмахӗн хӳттине шанса парса хӑваратӑп. Турӑ сӑмахӗ сире ӳкӗтлесех тӑма та, мӗн пур сӑвапласа тасатнисемпе пӗрле еткерне пама та пултарӗ.


яланхи ырӑ ӗҫпе мухтав, хисеп, вилӗмсӗрлӗх илме тӑрӑшакансене – ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ;


Мӗншӗн тесен ҫылӑхшӑн вилӗмпе тӳлес пулать, Иисус Христосри, хамӑр Хуҫамӑрти ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ вара – Турӑ парни.


Хӑй сире чӗнсе илсе шанчӑк панине, Унӑн ӗненекенсене парас еткерӗ епле пысӑк та чаплӑ пулнине сире пӗлтермешкӗн чӗрӗрсене уҫтӑрччӗ тетӗп.


Ангелсем пурте ҫӑлӑнӑҫа еткерлӗхе илекенсене пулӑшма янӑ сывлӑшсем кӑна мар-им вара?


Ҫав шанчӑк – сирӗншӗн тӳпере упранакан таса, ҫӗрми, пӗтми еткер.


Вӑл пире ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ пама шантарнӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ