14 Ҫавна курсан Иисус, ҫилленсе, вӗсене каланӑ: «Ачасене Ман патӑма ярӑр, килме ан чарӑр, мӗншӗн тесен Турӑ Патшалӑхӗ вӗсем пеккисемшӗн.
«Астӑвӑр, ҫак пӗчӗкскерсем ҫине хисеплемесӗр ан пӑхӑр. Калатӑп сире: вӗсен тӳпери ангелӗсем Ҫӳлти Аттем сӑнне яланах курса тӑраҫҫӗ.
Ҫавӑнпа та кам хӑйне ҫак ача пек кӗҫӗне хума пултарайӗ, ҫавӑ Ҫӳлти Патшалӑхра аслӑраххи пулӗ.
Анчах та Иисус ҫапла каланӑ: «Ачасене Ман патӑма ярӑр, килме ан чарӑр, мӗншӗн тесен Ҫӳлти Патшалӑх вӗсем пеккисемшӗн».
Тӳрӗлӗхшӗн хӗсӗрленине тӳсекенсем телейлӗ, вӗсене Ҫӳлти Патшалӑх пулӗ.
«Чун-чӗм кӗлмӗҫисем телейлӗ, вӗсене Ҫӳлти Патшалӑх пулӗ.
Иисус, вӗсем хытӑ чунлӑ пулнӑран кулянса, вӗсене ҫилӗллӗн пӑхса ҫавӑрӑннӑ та ҫав ҫынна каланӑ: «Аллуна тӑс-ха». Лешӗ тӑснӑ та, алли тӳрленсе тепри пекех пулса тӑнӑ.
Вара Иисус вӗренекенӗсем ҫине ҫавӑрӑнса пӑхнӑ та Петра пат татса ҫапла каланӑ: «Кай Ман патӑмран, шуйттан! Эсӗ Турра юрӑхли ҫинчен мар, этеме юрӑхли ҫинчен шухӑшлатӑн!»
«Чӑн-чӑнах калатӑп сана, – тенӗ ӑна хирӗҫ Иисус. – Ҫӳлтен ҫуралманни Турӑ Патшалӑхне кураймӗ».
«Чӑн-чӑнах калатӑп сана: шывран тата Турӑ Сывлӑшӗнчен ҫуралманни Турӑ Патшалӑхне кӗреймӗ, – хуравланӑ Иисус.
Мӗншӗн тесен эсир те, ачӑрсем те, катари тӑвансем те – Турӑ чӗнсе илнисем пурте – Турӑ пама пулнине илмешкӗн тивӗҫлӗ».
Эсир пророксен ывӑлӗсем, халал ывӑлӗсем. Ҫав халала Турӑ сирӗн мӑн аслаҫӑрсене панӑ, Вӑл Авраама ҫапла каланӑ: „Санӑн йӑху урлӑ ҫӗр ҫинчи халӑхсем пурте пиллӗх илӗҫ“.
Кӑвас тӗпӗ таса пулсан, чусти те таса. Тымарӗсем таса пулсан, турачӗсем те таса.
Эсир Ырӑ Хыпара йышӑннӑран иудейсем ӑна йышӑнмаҫҫӗ, Турра хирӗҫ каяҫҫӗ. Анчах та Турӑ вӗсене суйласа илнӗ, мӑн аслашшӗсене пула юратать.
Эй, тӑвансем! Ача ӑслӗ ан пулӑр. Усалли тӗлӗшӗнчен ача пек пулӑр, анчах та ӑс-хакӑл тӗлӗшӗнчен ҫитӗнсе ҫитнисем пек пулӑр.
Мӗншӗн тесен ӗненмен упӑшка арӑмӗн ӗненӗвӗ урлӑ сӑвапланса тасалать; ӗненмен арӑм та упӑшкин ӗненӗвӗ урлӑ сӑвапланса тасалать, унсӑрӑн сирӗн ачӑрсем таса мар пулӗччӗҫ, капла – таса.
Ҫилленсен те ҫылӑха ан кӗрӗр: хӗвел аниччен ҫиллӗр иртсе кайтӑр.
Эсӗ чунтан ӗненнине те асилетӗп. Лоида асаннӳ те, Евника аннӳ те ҫавнашкалах ӗненетчӗҫ. Ҫав ӗненӳ санра пуррине шанатӑп.
Ҫитменнине, эсӗ ачаранах Таса Ҫырнине пӗлсе ҫитӗннӗ. Ҫырнинче мӗн калани сана Христос Иисуса ӗненсе ҫӑлӑнӑҫ тупмашкӑн ӑслӑлӑх парать.
ҫӑлӑнӑҫ илмешкӗн ӳссе ҫитеесчӗ тесе, кӑкӑр ачисем пек, чун-чӗмӗн таса сӗчӗ патне туртӑнӑр.
Вӗсен чӗлхи-ҫӑварӗ суялӑха пӗлмест: Турӑ престолӗ умӗнче вӗсем таса.