13 Иисус аллипе сӗртӗнсе пиллетӗр тесе Ун патне ачасене илсе пынӑ, анчах та вӗренекенӗсем ача-пӑча илсе пыракансене Иисуса кансӗрлеме чарнӑ.
Нумайӑшӗ ӑна шӑпланма хушнӑ, анчах вӑл тата хытӑрах: «Давид йӑхӗн Ывӑлӗ! Хӗрхенсем мана!» – тесе кӑшкӑрнӑ.
«Вӗрентекен! – тенӗ ҫавӑн чухне Иоанн. – Эпир Сан ятупа усалсене хӑваласа кӑларакан пӗр ҫынна тӗл пултӑмӑр, анчах хамӑрпа пӗрле ҫӳременрен эпир ӑна чартӑмӑр».