1 Унтан кайсан Иисус Иордан леш енчи ҫӗрсем урлӑ Иудея тӑрӑхне пынӑ. Каллех Ун патне халӑх пуҫтарӑннӑ, каллех, яланхи пекех, Вӑл ҫынсене вӗрентнӗ.
Унтан Иисус халӑха каланӑ: «Мана тытма эсир, вӑрӑ-хураха хирӗҫ тухнӑ пек, хӗҫсемпе, шалҫасемпе тухрӑр. Эпӗ куллен сире Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентсе лартӑм, ун чухне эсир Мана тӗкӗнмерӗр.
Иисус пӗтӗм Галилея ҫӗрӗ тӑрӑх ҫӳренӗ. Вӑл унти синагогӑсенче вӗрентнӗ, Ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ, халӑха тӗрлӗ чир-чӗртен, халсӑрлӑхран сыватнӑ.
Акӑ ӗнтӗ вӗсем Капернаум хулине ҫитнӗ. Унта Вӑл пирвайхи шӑмат кунах синагогӑра вӗренте пуҫланӑ.
Ҫавӑнта Иисус патне фарисейсем пынӑ та, Ӑна илӗртсе тӗрӗслес тесе, ҫапла ыйтнӑ: «Упӑшкин хӑй арӑмне уйӑрса яма юрать-и?»
Турӑ Ҫуртӗнче тата малалла вӗрентсе Иисус ҫапла каланӑ: «Епле-ха саккун вӗрентӳҫисем Турӑ Суйласа илни Давид йӑхӗнчен пулмалла теҫҫӗ?
Эпӗ куллен Турӑ Ҫуртӗнче сирӗнпе пултӑм, вӗрентрӗм; ун чухне эсир Мана тӗкӗнмерӗр. Ҫырнинче мӗн калани пурнӑҫлантӑр, тытӑрах эппин».
Иисус каллех тинӗс хӗррине кайнӑ. Пӗтӗм халӑх Ун тавра пуҫтарӑннӑ, Вӑл халӑха вӗрентнӗ.
Иисус вӗсене ытарлӑн каласа нумай вӗрентнӗ, вӗсене ӳкӗтлесе ҫапла каланӑ:
Шӑмат кун ҫитсен Вӑл синагогӑра вӗрентме пуҫланӑ. Итлекенсенчен чылайӑшӗ тӗлӗннипе ҫапла каланӑ: «Кунашкал пӗлӳ ӑҫтан тухать-ха Унӑн? Мӗнлескер-ши вӑл, Ӑна панӑ ӑслӑлӑх? Ҫавнашкал хӑватсене тума епле пултарать-ши Вӑл?
Ҫыран хӗррине тухсан Иисус унта ҫынсем нумай пулнине курнӑ. Вӑл ҫынсене хӗрхеннӗ, мӗншӗн тесен вӗсем кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем пекех пулнӑ. Вара Иисус вӗсене чылай вӗрентнӗ.
Вӗсен ӗненменлӗхӗнчен Иисус питӗ тӗлӗннӗ. Унтан вара таврари ялсенче вӗрентсе ҫӳренӗ.
Вара Вӑл каллех Иордан леш енне, Иоанн унччен шыва кӗртнӗ вырӑна каҫса кайнӑ, пӗр вӑхӑт унтах пурӑннӑ.
Кайран тин вӗренекенӗсене каланӑ: «Атьӑр каллех Иудейӑна каяр!»
«Эпӗ пӗтӗм халӑха уҫҫӑнах вӗрентрӗм, – тенӗ ӑна Иисус. – Эпӗ сӑмахӑма иудейсем ялан пуҫтарӑнакан синагогӑсенче, Турӑ Ҫуртӗнче каларӑм, вӑрттӑн нимӗн те вӗрентмен.