Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Марк 1:8 - Синодальный НЗ

8 Эпӗ сире шывпа тӗне кӗртрӗм, Вӑл вара сире Святой Сывлӑшпа тӗне кӗртӗ».

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Марк 1:8
19 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Эпӗ сире ӳкӗнтерсе шывпа тӗне кӗртетӗп. Анчах та ман хыҫҫӑн Килекенни манран хӑватлӑрах, эпӗ Унӑн пушмакне хывма та тивӗҫлӗ мар. Вӑл сире Святой Сывлӑшпа тата вутпа тӗне кӗртӗ.


Вӑл ҫапла ӳкӗтлесе вӗрентнӗ: «Ман хыҫҫӑн манран Хӑватли килет, эпӗ Унӑн пушмакне пӗшкӗнсе хывма та тивӗҫлӗ мар.


Ҫав кунсенче Галилея ҫӗрӗнчи Назарет хулинчен Иоанн патне Иисус та пынӑ. Иоанн Ӑна Иорданра шыва кӗртнӗ.


Иоанн пурне те ҫапла каланӑ: «Эпӗ сире шывпа тӗне кӗртетӗп. Анчах та манран Хӑватли килет, эпӗ Унӑн пушмакне хывма та тивӗҫлӗ мар. Вӑл сире Святой Сывлӑшпа тата вутпа тӗне кӗртӗ.


Иоанн вӗсене хирӗҫ ҫапла каланӑ: «Эпӗ шывпа тӗне кӗртетӗп. Анчах та сирӗн хушшӑрта хӑвӑр та пӗлмен Пӗри пур.


Эпӗ хам та Ӑна пӗлместӗмччӗ. Анчах та мана шывпа тӗне кӗртме Яраканӗ ҫапла каларӗ: „Ҫӳлтен анакан Святой Сывлӑш кам ҫинче тӑнине курӑн, Ҫавӑ Святой Сывлӑшпа тӗне кӗртекенӗ пулӗ“.


Мӗншӗн тесен Иоанн шывпа тӗне кӗртнӗ, эсир вара тепӗр темиҫе кунран Святой Сывлӑшпа тӗне кӗрӗр».


Святой Сывлӑш тивлечӗ урӑх халӑх ҫыннисем ҫине те аннӑ. Ҫавна курсан Петрпа пӗрле унта пынӑ ӳт кастарнӑ ӗненекенсем тӗлӗнсех кайнӑ.


„Юлашки кунсенче, – тесе калать Турӑ, – Хамӑн Сывлӑшӑма пур ҫын ҫине те ярӑп. Сирӗн ывӑлӑрсемпе хӗрӗрсем пророкла калаҫа пуҫлӗҫ. Сирӗн ҫамрӑкӑрсем тӗрлӗрен курӑнусем курӗҫ. Сирӗн ватӑ ҫыннӑрсене тӗлӗкре вӑрттӑнлӑх уҫӑлӗ.


Унтан пурин чун-чӗри те Святой Сывлӑшпа тулнӑ та вӗсем пурте Сывлӑш панӑ пултарулӑхпа хӑйсем унччен пӗлмен чӗлхесемпе калаҫа пуҫланӑ.


Мӗншӗн тесен пӗр Сывлӑшпа тӗне кӗрсе эпир пурте – иудейсемпе грексем те, чурасемпе ирӗклисем те – пӗр ӳт-пӳ пултӑмӑр, пӗр Сывлӑшпа тултӑмӑр.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ