6 Тӑхӑнасса Иоанн тӗве ҫӑмӗнчен тунӑ тумтир тӑхӑнса, пилӗкне чӗн пиҫиххи ҫыхса ҫӳренӗ. Ҫиессе те вӑл хӗрлӗ шӑрчӑк тата хӑвӑлсенче тупкаланӑ пыл ҫисе пурӑннӑ.
Ҫӳрессе Иоанн тӗве ҫӑмӗнчен тунӑ тумтир тӑхӑнса, пилӗкне чӗн пиҫиххи ҫыхса ҫӳренӗ. Ҫиессе вӑл хӗрлӗ шӑрчӑк тата хӑвӑлсенче тупкаланӑ пыл ҫисе пурӑннӑ.
Вара ун патне пӗтӗм Иудея ҫӗрӗнчен те, Иерусалим хулинчен те халӑх пыма пуҫланӑ. Иоанн вӗсене ҫылӑхӗсенчен ӳкӗнтерсе Иордан юхан шывӗнче пурне те шыва кӗртнӗ.
Вӑл ҫапла ӳкӗтлесе вӗрентнӗ: «Ман хыҫҫӑн манран Хӑватли килет, эпӗ Унӑн пушмакне пӗшкӗнсе хывма та тивӗҫлӗ мар.