Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Марк 1:5 - Синодальный НЗ

5 Вара ун патне пӗтӗм Иудея ҫӗрӗнчен те, Иерусалим хулинчен те халӑх пыма пуҫланӑ. Иоанн вӗсене ҫылӑхӗсенчен ӳкӗнтерсе Иордан юхан шывӗнче пурне те шыва кӗртнӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Марк 1:5
15 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Унӑн хыҫӗнчен Галилейӑран, Вунхула ҫӗрӗнчен, Иерусалимран, Иудейӑран, Иордан леш енчи ҫӗрсенчен килнӗ темӗн чухлӗ халӑх ҫӳренӗ.


Ҫавӑнпа та Иоанн килнӗ, вӑл пуш хирте тӗне кӗртнӗ, ҫылӑхсене каҫарттармашкӑн ӳкӗнсе шыва кӗме ӳкӗтленӗ.


Тӑхӑнасса Иоанн тӗве ҫӑмӗнчен тунӑ тумтир тӑхӑнса, пилӗкне чӗн пиҫиххи ҫыхса ҫӳренӗ. Ҫиессе те вӑл хӗрлӗ шӑрчӑк тата хӑвӑлсенче тупкаланӑ пыл ҫисе пурӑннӑ.


Ҫакӑ Иоанн шыва кӗртнӗ вырӑнта, Иордан леш енчи Вифаварта, пулса иртнӗ.


Иоанн та Салим ҫывӑхӗнчи Енонра шыва кӗртнӗ, мӗншӗн тесен унта шыв ҫителӗклех пулнӑ. Ҫынсем ун патне пыра-пыра шыва кӗнӗ.


Иоанн вӑл ҫунса ҫутӑ паракан ҫутаткӑҫчӗ, эсир вара ун ҫутинче кӑшт кӑна савӑнса юласшӑн пултӑр.


Вара Хуҫамӑра ӗненекен нумай ҫын пыра-пыра хӑйсен ӗҫӗсем пирки пӗр пытармасӑр каласа кӑтартнӑ.


Вара Петр вӗсене ҫапла каланӑ: «Ӳкӗнӗр, ҫылӑх каҫарттарма сирӗнтен кашниех Иисус Христос ячӗпе тӗне кӗтӗр. Вара Святой Сывлӑш тивлетне илейӗр.


Хӑвӑр ҫылӑхӑрсене пӗр-пӗрне уҫса парӑр. Сывалас тесессӗн пӗр-пӗриншӗн кӗлтӑвӑр. Тӳрӗ ҫын хӗрӳллӗн кӗлтуни тем тума та пултарать!


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ