41 Иисус, хӗрхенсе, аллине тӑснӑ та ӑна сӗртӗнсе ҫапла каланӑ: «Чиртен тасатас тетӗп, сывал».
Ушкӑн-ушкӑн халӑха курсан Иисус вӗсене хӗрхеннӗ: арпашса та саланса кайнӑ ҫынсем кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем пекех пулнӑ.
Пӗррехинче Ун патне юхан-суранлӑ ҫын пынӑ та чӗркуҫленсе ларса Ӑна йӑлӑннӑ: «Сыватас тесессӗн, Эсӗ мана сыватма пултаратӑнах».
Ҫакна каласанах ун ҫинчи юхан-суран пӗтнӗ, ӳчӗ тап-таса пулса тӑнӑ.
Иисус тӑнӑ та ҫиле чарӑнма хушнӑ, тинӗсе: «Чарӑн, ан шавла», – тенӗ. Вара ҫил лӑпланнӑ та, ҫанталӑк шӑпах пулнӑ.
Унтан хӗр ачана аллинчен тытнӑ та: «Талифа куми!» – тенӗ. Ку: «Хӗрӗм, сана калатӑп, тӑр!» – тенине пӗлтерет.
Ҫыран хӗррине тухсан Иисус унта ҫынсем нумай пулнине курнӑ. Вӑл ҫынсене хӗрхеннӗ, мӗншӗн тесен вӗсем кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем пекех пулнӑ. Вара Иисус вӗсене чылай вӗрентнӗ.
Ывӑлӗ, Турӑ мухтавӗн ҫути тата Турӑ несӗллӗхӗн сӑнарӗ пулса, ҫут тӗнчене Хӑйӗн хӑватлӑ сӑмахӗпе тытса тӑрать. Ҫынсене ҫылӑхӗсенчен сӑвапласа-тасатса Вӑл Ҫӳлти Аслин престолӗн сылтӑм енне ларнӑ.
Турӑ умӗнче ҫынсен ҫылӑхне каҫарттармашкӑн, хӗрхенӳллӗ те шанчӑклӑ Аслӑ священник пулмашкӑн Унӑн пур енчен те тӑванӗсем пекех пулмалла пулнӑ.
Пирӗн Аслӑ священник, эпир халсӑррине пӗлсе, хута кӗрет. Вӑл, ҫылӑхсӑр пуҫне, эпир мӗн тӳснине йӑлтах тӳснӗ.